Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӑмӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Российӑран таврӑнсан, эпир те аванах пӑлханса пӑхрӑмӑр, анчах пире юн ӑшне путарчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вилнӗ тесе те шухӑшласа пӑхрӑмӑр

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир ун тӑрӑх ӗҫе тӗрӗслерӗмӗр, темиҫе хутчен те виҫсе-танлаштарса пӑхрӑмӑр, кайран вара министерство коллегине кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Партбюрора канашласа пӑхрӑмӑр, пурте килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Фукусима» хыҫҫӑн эпир хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене питӗ тимлӗ пӑхрӑмӑр.

После «Фукусимы» мы очень много внимания уделили вопросам безопасности.

Путин Раҫҫей производствин АЭСӗ тӗнчере чи хӑрушсӑрри тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... en-3475880

Эпир хамӑр шкулпа библиотека хушшине виҫсе пӑхрӑмӑр.

Мы измерили расстояние от нашей школы до библиотеки.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хамӑр тунӑ чертежсене танлаштарса пӑхрӑмӑр та эпир, кашниех харпӑр хӑй тӗрлӗ тунӑ мӗн.

Когда мы сравнили наши чертежи, оказалось, что каждый сделал это по-разному.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир те тухсах пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫӑлкуҫ шывне тутанса та пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Эпир анаталла ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та пирӗн паталла халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрленсе ҫывхарнине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паян килсе пӑхрӑмӑр какай мӗнле килнине, мӗнле хуҫалӑхсенчен килнине, мӗнле условисемпе йышӑннине.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

— Эпир кун пирки ӗнер тӗплӗн шухӑшласа пӑхрӑмӑр, — хутшӑнчӗ Маков.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирхине тухса пӑхрӑмӑр — пӳрт ҫумӗпе ҫын йӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир ӑна урайне вырттарса пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку участокпа юнашарах, ак кунта, ӗнер «безостая 1» сортлӑ тулӑ вӑрлӑхне акса пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Икӗ уйӑх хушши ҫапла кашни кунах пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял патне ҫывхара пуҫласан, аялалла пӑхрӑмӑр та, эпир кӗрес ҫул ҫине шурӑ пир сарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дмитрий Лукичпа пӑхрӑмӑр та – пырӗнче абцесс.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Тӑлӑпа тӗккелесе пӑхрӑмӑр та — сехре хӑпса тухрӗ темелле: тӑлӑп айӗнче ҫын выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех