Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак аслӑ юхан шыв ҫине тӗмсӗлсе пӑхнӑҫемӗн Ахтупайӑн чунӗ ытларах та ытларах хурланса килет.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун илӗртӳллӗ тумӗ ҫине пӑхнӑҫемӗн пӑхас килет.
11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫакна ӑнланакан пӗчӗккӗн хӑй ачипе интересленме пуҫлать, ӑна пӑхнӑҫемӗн юратма пуҫлать.
Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Курганов пӑхнӑҫемӗн хӗре кӑмӑлла пуҫланӑ.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Пӑхнӑҫемӗн вӑл ун сӑн-пичӗ паллакан ҫын сӑн-пичӗ пулнине ытларах туя пуҫларӗ.И чем более он всматривался в черты ее, тем более находил в них что-то знакомое.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ вӗсем ҫине мӗн чул нумайрах пӑхнӑҫемӗн вӑл мана пушшех ырӑ амӑшӗн айӑпа кӗнӗ ывӑлӗ пек туйӑна пуҫларӗ; хӗрарӑмӗ ӑна темскер кӑмӑллӑн ӳпкелесе калатчӗ, казакӗ вӑтанса чӗнмесӗр ларатчӗ, — тивӗҫлипе ӳпкеленине хирӗҫ ним те каламалли пулман пулмалла унӑн.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӑвать те куҫать раща, хир, вӗтлӗх вӑрман, пысӑк та пӗчӗк ялсем вӗлтлете-вӗлтлете иртсе юлаҫҫӗ, темӗн чуна тыткӑнлаканни пур ҫак ыткӑнуллӑ куҫӑмра: вӗҫӗмсӗр ылмашӑнса пыракан ҫав хирсемпе вӑрмансем паҫӑрах йӑлӑхтарса ҫитермелле пек ӗнтӗ, анчах пӑхнӑҫемӗн пӑхас килет ӗнтӗ вакун чӳречинчен.
21 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Самантлӑха та куҫ илмесӗр, пӑхнӑҫемӗн пӑхас та пӑхас килчӗ ман ун ҫине.
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах ҫамрӑк колхозниксем ҫине мӗн чухлӗ ытларах та тимлӗрех сӑнаса пӑхнӑҫемӗн, вӗсемпе ытларах та ытларах калаҫнӑҫемӗн, мана ҫӑмӑлтарах та савӑнӑҫлӑрах пула пуҫларӗ.
Ял совет председателӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Амӑшӗ судьясем ҫине тинкеререх пӑхнӑҫемӗн ҫак илемлех мар, тӗлӗнмелле шухӑш уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах палӑрса пычӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн сӑнӗ шуралчӗ те, хавасланчӗ те; пӗчӗкленнӗ евӗр ҫурма хупӑ куҫӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт аяккалла пӑхнӑҫемӗн савӑнӑҫлӑ именчӗклӗхпе вылярӗҫ.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Королева музыкӑпа тӗрлӗ шӑв-шав витӗрех шыв шӑпӑртатса сирпӗннине илтет; пӑхнӑҫемӗн шухӑшлать:
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ ун ҫине пӑхнӑҫемӗн вӑл мана хаклӑрах та ҫывӑхрах пулнӑн туйӑнать!Я глядел на нее — и как дорога и близка становилась она мне!
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ку вӑл яланах ҫапла пулать: ҫын пуҫне мӗн те пулин шырас шухӑш пырса кӗчӗ пулсан, вӑл пур ҫӗрте те хӑй мӗн шыранине тупать; нимӗнле йӗр те ҫук пултӑр, вӑл пурпӗрех лайӑх палӑрса выртакан йӗр курать; мӗлки те ан пултӑр, вӑл ҫапах та хӑйне мӗн кирлин мӗлкине ҫеҫ мар, хӑйне кирлине пурне те курать, питӗ тӗплӗ-йӗрлӗ курать, ҫав йӗрсем вара вӑл ҫӗнӗрен пӑхнӑҫемӗн, унӑн ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑҫемӗн лайӑхрах та лайӑхрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗр ача патвар ҫынна куҫ илмесӗр сӑнать, пӑхнӑҫемӗн ҫӑварӗ карӑла пуҫларӗ.которая в свою очередь не моргая смотрела на великана. Рот ее от удивления начал открываться.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ун ҫине пӑхнӑҫемӗн вӑл хӑй курнинчен ытларах та ытларах хӑрама тытӑнчӗ.И чем больше он на него смотрел, тем больше ужасался тому, что видит.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ун ҫине пӑхнӑҫемӗн хӑйӗн тумӗ тата начартарах пек туйӑнчӗ Тома.Чем дольше Том смотрел на это блистающее чудо, тем более жалким казался ему его собственный костюм.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1