Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Актай пӑрӑва юратса пӑхнине те асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗветӗр те Лена ун ҫине урӑх куҫпа пӑхнине сисет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйпе юнашар тӑракан Роза Хӗветӗр ҫинелле пӑхнине асӑрхасан, тӳсеймерӗ вӑл, ӑна шӗвӗр чавсипе тӗксе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне ӑнланса илейменнипе тӗлӗнсе пӑхнине астуса кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп пӗрре те йӑваш та ӑш пиллӗ маррине, тискер кайӑк хӑйӗн юнлӑ парни ҫине пӑхнӑ пек пӑхнине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ийя, пачӑшкӑ! — пуп хӑй ҫине тинкерсе пӑхнине туймасӑр тавӑрчӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем хӑй ҫине йӗрӗнсе пӑхнине ҫеҫ асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улпут арӑмӗсем ҫук ҫын ҫине ҫакнашкал пӑхнине пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шухӑша путнӑ Ҫтаппан, Богдановпа крючниксем ырланине итлемен пекех, Матӗрне ӑмсанса пӑхнине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗр те сыснасем пӑхнине пула малашне ӑмӑртса ӗҫлеме пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Стасик вӑл пӑши мӑйраки ҫине тинкерсе пӑхнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫамрӑксем ӑна тимлесе пӑхнине кура Яльчиков та ун умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпир иксӗмӗр ун ҫине пӑхса тӑни вӑл хӑй пирӗн ҫине пӑхнине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Монгол сӑнлӑ хурарах ҫӳҫлӗ каччӑ хӑйне Укахви тӗсесе пӑхнине чӑтаймасть.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кухньӑран тулли турилккесемпе тухакан Тамара, Раман сӑнӳкерчӗксем пӑхнине курсан, ӑнлантарса пачӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман ҫине мӗншӗн час-часах пӑхнине лайӑх чухлатӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑм тинех пӗрремӗш хут пек куҫне уҫрӗ те Егор Силыч ун ҫине темле уйрӑмрах пӑхнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ уншӑн ватӑ питӗ хӗпӗртет - ывӑлӗпе кинӗ, мӑнукӗсем хӑйне ҫав тери лайӑх пӑхнине калать.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Эпир класс руководителӗпе мухтанатпӑр, вӑл пирӗн ҫине ырӑ та сисӗмлӗ пӑхнине яланах асра тытӑпӑр.

Мы гордимся нашим классным руководителем и всегда будем помнить ее доброе и чуткое отношение к нам.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех