Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмӑттӑм (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте пурте йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ: кухньӑри хуҫӑк ураллӑ тӗрлӗ сассемпе чӗриклетекен сӗтел ҫине куҫпа та пӑхмӑттӑм.

В доме все опостылело: глаза бы не глядели на хромоногий, скрипящий на все лады кухонный стол.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мана тесен, тумламне шӑршласа пӑхмӑттӑм.

По мне так — и капли на дух не надо.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тарӑттӑм эпӗ вӑл пурнӑҫран, ҫаврӑнса та пӑхмӑттӑм, — мӗне те пулин ӑнлансассӑн, ҫав тери кичем пулса тӑрать!

Бежала бы я от нее да и не оглянулась, — такая тоска, когда что-нибудь понимаешь!

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӗр пулнӑ пулсан, эпӗ, сансӑр пуҫне, урӑх никам ҫине те пӑхмӑттӑм.

Был бы я девкой, ни на кого, кроме тебя, глядеть бы не стал.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ ӗнтӗ утрава хӗвелтухӑҫӗнчен кайса курмашкӑн тытӑнса та пӑхмӑттӑм, ун ҫинчен шухӑшласанах манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, юн тапма чарӑнать.

Обогнуть мой остров с востока — от одной мысли об этом у меня сжималось сердце и холодела кровь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Киревсӗрсем пурте — тепӗр чух вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмӑттӑм!

— Мерзавцы всё такие, что иной раз не глядел бы!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех