Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхмалли (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑк хушшинче ял ҫыннисем пӗрле кар тӑрса 400 пин тенкӗ ытла укҫа пуҫтарнӑ, ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ ҫамрӑксене валли тӗрлӗрен япаласем — ҫӗрле пӑхмалли прицел, ӑшӑ кӑтартакан монокуляр, генератор тата ытти кирлӗ хатӗрсем — туянса ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Тен, шухӑшласа пӑхмалли те пур пуль унӑн.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа кӗҫӗр иккӗшӗн те пуҫ ватмалли, шухӑшласа пӑхмалли пайтах тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унсӑр пуҫне «Инвестчаса» хутшӑнакансем Пушкӑртстанри Кушнаренкӑ районӗнчи Шарпово–Первушино ҫул хӗррипе ҫул хӗрринчи нумай функциллӗ комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ, унта автозаправка станцине, кафене, гостиницӑна тата автомобильсене пӑхмалли пункта кӗрет.

Кроме того, участники «Инвестчаса» обсудили создание вдоль дороги Шарипово–Первушино в Кушнаренковском районе Башкирии многофункционального придорожного комплекса, который будет включать автозаправочную станцию, кафе, гостиницу и пункт техобслуживания автомобилей.

Промышленность, ял хуҫалӑхӗ тата пулӑшу сфери: "Инвестчасра" ҫӗнӗ проектсене ырланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3372491

Тутанса пӑхмалли ҫук пулин те, хӑна, мӗн курнипех «тӑранса», каялла утать.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вӑхӑчӗ вӗсене асӑрхамалли, вӗсем ҫине пӑхмалли вӑхӑт марччӗ: хыҫалтан тӑшман йӗрлесе, тӑхлан сапса килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Теприсем пуҫлӑхсемпе канашласа пӑхмалли, килӗшмелли, татӑлмалли йӗркене ҫав тери лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑна ниҫталла пӑркаланмасӑр пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ, ӗҫе пуҫӑниччен малтан волокита серепинче ӑш каниччен чӑлханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Асӑрхарӑм та куҫа ҫийӗнчех илтӗм (вӑрҫӑра аманнӑ ҫынна сахал курнӑ-и, мӗн кӑсӑклансах пӑхмалли пур?).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗн пӑхмалли пур вӗсем ҫине, телескопсӑр та курма пулать.

Что на них смотреть, их и без телескопа увидеть можно.

Ҫӑлтӑрсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/599

Ашшӗ ача мӗнле пӑхмалли ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене хулари пӗр магазинра та хӑварман пулмалла, анчах вӑл, вӗсене питӗ тӗплӗн вуласа тухнӑ пулин те, час-часах ҫапла каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Шӑлсене мӗнле пӑхмалли тата упрамалли пирки Шупашкар хула стоматологийӗн пай пуҫлӑхӗ Елена Ильинична Федотова каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Анчах та вӑл ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттерет, кӑна хӑйӗн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслесе пӑхмалли экзамен вырӑнне шутласа, уншӑн хӑй ӑшӗнче савӑнать те.

Но он не обращал внимания на эти лишения и втайне даже гордился ими, считая, что таким образом он как бы держит экзамен на стойкость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ҫын куҫӗнчен пӑхмалли этем пулса тӑтӑм-и-ха ӗнтӗ?» — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫне хурт пӑхмалли сетка, сылтӑм аллине тӗтӗм вӗртермелли вӗркӗч тытнӑ Сергее асӑрхасан, ӑна чун кӗнӗ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эй, мӗн пӑхмалли пур ара унта, кил-ха сӗтел хушшине, пӗрер курка сӑра ӗҫер.

— Эй, чего там смотреть, иди к столу, выпьем по кружке пива.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Калӑн, фестиваль кинокартинӑсем пӑхмалли уяв мар, ҫӑлтӑрсемпе киленмелли самант тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Акӑ шухӑшласа пӑхмалли тепӗр факт.

А вот еще факт, над которым можно задуматься.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уккан Микулай еннелле пӑхмалли урӑх сӑлтавсем те пур: Михапар арҫын ҫырлахтарсах ҫитереймест ӑна; ҫитменне Михапар кӗске турталлӑ ҫын, ним ҫук ҫӗртенех «нимӗр юрма» ӑста; Уккана пӗрмай хӗрача ҫуратан тесе ӳпкелешет…

У Укки есть свои причины оглядываться на Мигулая: Михабар не удовлетворяет ее как мужчина, к тому же он очень вспыльчив, ни с того ни с сего может сорваться и постоянно укоряет Укку, что та рожает одних девчонок…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук кил-ҫурта мӗн пӑхмалли ӑна?

— Так дома-то еще пока нет…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Алӑпа тытса пӑхмалли, куҫпа курмалли мӗн те пулин пулсан эп ӑна хамах куратӑп, суккӑр мар.

— Если есть что пощупать руками, увидеть глазами, я бы это и сам увидел, небось не слепой!

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех