Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкалать (тĕпĕ: пӑхкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку этем хӑйне ытла та пӑлхануллӑ тыткалать, унталла-кунталла шиклӗн пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хура мӗлке, вите хыҫне пытанса, карта урлӑ пуҫне кӑларнӑ та картишнелле пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑкӑн ӗҫлес килет, ҫав ӗҫе тухнӑ кунах вӑкӑр ун ҫине пӑхкалать, мӗкӗрет, анчах вырӑнтан та тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ытла кӑн-кан пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй урса кайнӑ пекех йӑлт-ялт пӑхкалать, пашкать, ҫӑварлӑхне чӑнкӑртаттарса чӑмлать.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Тӑттӑ, — енчен-енне пӑхкалать мучи.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Мечӗк хӑвалакансене сӑнаса, Пруткин е сывлӑшсӑр пулнӑ пек йӑшӑл хускалмасӑр ларать, е сиксе илет, унталла-кунталла йӑлт-ялт! пӑхкалать, алӑ ҫупса ярать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урисене аршӑн патаккисем пек чармакласа тӑрать, хӑй мӗншӗн килнине манса кайнӑн енчен енне пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗвелӗ, ав, кулам-ши, йӗрсе ярам-ши тенӗ пек ҫеҫ пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Именчӗклӗн кулкаласа чӑр-чӑр пӑхкалать хайхискер.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, мӑн кӑмӑллӑн ларса пыраканскер, ҫумӗнчи Галина ҫине хаваслӑн пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӳлӗм варринче поднос ҫӗкленӗ мучи тӑрать (подносӗ ҫинче пилӗк стакан чей), ӑҫтарах вырнаҫмалла-ши тесе йӗри-тавра пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каччӑ самаях пӑлханать пулмалла, ыттисем пек йӗнерӗ ҫинче тӑп лармасть, чӗлпӗрне турткалать, йӗри-тавралла пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗкеҫ пӗрре шуралать, Шухӑшласа хурланать, Ашшӗ ҫине пӑхкалать, Пӑхӑннӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр арӑмӗ хуп-хура, Пӑрчӑкан пек ҫивӗчӗ, Куҫӗ кайнӑ ясара — Каҫхи туйӑн тивлечӗ: Урлӑ-пирлӗ пӑхкалать, Таш ташлама ҫын шырать; Юлташӗнчен уйрӑлать, Пӗччен ӗссӗн вӑл юрлать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла Мулентейпе Урха калаҫать, Ҫапах та шикленсе юмана пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тенӗ пекех пӑхкалать, Аллисене вӑтӑрать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗри-тавра Еркиней Хӑлат пекех пӑхкалать: Кӗрешекен ҫӗнекен Хӑйне хирӗҫ йыхӑрать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл вара, хӑйӗн зарзарӗсене вӑрланӑшӑн ҫав тери савӑннӑ пекех, хаваслӑн пӑхкалать.

А сам так и сияет, точно это большая радость, что у пего зарзары крадут.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех