Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхатӑн (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ хыҫҫӑн урама тухакан е пысӑк клуба утакан ҫамрӑксем ҫине пӑхатӑн та хӑв хуларан инҫетри ялта иккенне те манса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗртен пӑхатӑн та, ытти ҫамрӑксем хушшинче Зойӑна палласа та илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫул ҫӳреме тухсан, яланах йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхатӑн, юлташ шыратӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Темиҫе минутран рубильнике ҫӗклетӗн те аппарат айӗнче йывӑҫ хӑмана е слон шӑммине кӑларса пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Клубра нимӗнле музыка та ҫук, анчах хӗрсем ҫине пӑхатӑн та, музыка сассине илтетӗн: вӑл инҫетрен-инҫетрен хумлӑн-хумлӑн ярӑнса килнӗ пек, вӑл паянах пурнӑҫланнӑ, ыранах пурнӑҫланакан ҫутӑ-ҫутӑ ӗмӗтсем ҫинчен янӑранӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗн куҫна чарса пӑхатӑн? — ӗҫ ҫуккипе аптӑраса, сиввӗн чӗнчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн аҫа йытӑ пек пӑхатӑн?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ иккӗленсе пӑхатӑн тата.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Пӑхатӑн та, кунта вӑл кӑшт пысӑкрах пулса тухнӑ, тепринче самай пӗчӗкрех пек.

на одном рисунке принц у меня вышел чересчур большой, на другом — чересчур маленький.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Йывӑҫ турачӗсене пӑр йӗпписем витсе тӑраҫҫӗ. хӗвел ҫуттинче юр пӗрчисен ытла хытӑ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, пӑхса хӑнӑхман куҫсене хӗссе пӑхатӑн.

Ветви деревьев покрыты ледяными иголочками. Под лучами солнца так ярко сверкают снежинки, что жмуришься от непривычного блеска.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Итле-ха, тусӑм, — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл, — эсӗ культ личности ҫине мӗнлерех пӑхатӑн?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хайхи, темле майпа пӑхатӑн сехет ҫине, — ак тамаша! — шартах сикетӗн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑрусем пӑхатӑн, машинӑпа ҫӳретӗн, — терӗ заведующи.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр чухне кӑшт шухӑшлакаласа выртатӑн та, пӑхатӑн — тул ҫутӑлса та килет.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӑхатӑн та, шитти хӑми чиперех тӑнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑк пӑру ҫине, пӗчӗк ача ҫине пӑхнӑ пекех, савӑнса пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эх, Павӑл, пурнӑҫ ҫине эс ытла та ҫӑмӑлттайла пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун ҫине пӑхатӑн та, хӗр чухне савӑнса юлайманнине халӗ савӑнса юласшӑн мар-ши ку, тетӗн.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ютубри видеосене пӑхатӑн та халӑхӑн пӗр 70-80% тунсӑхлани куҫа курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Уйӑн картинисене пӑхатӑн та унти ҫынсен, йывӑҫсен, чӗрчунсен, курӑк-чечекӗн хусканӑвӗсене куратӑн ҫеҫ мар, сассисене те илтетӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех