Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхатчӗҫ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулта вӗреннӗ кунсенче ачасенчен нихӑшӗ те вара алӑ тӑсасшӑн марччӗ, сиввӗн пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пуканесем вылянине каҫса кайсах пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Халиччен раствор хатӗрлетчӗҫ, пӑркаланма пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хулана килеттӗм те, хула ҫыннисем те ытарайми пӑхатчӗҫ ман кӗрӗк ҫине.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Лида ҫине пӑхрӑм та унӑн пичӗ ҫинче ҫӑмӑл кулӑ пытанса тӑнине асӑрхарӑм, куҫӗсем те ҫавӑн пекех вӑрттӑн кулса пӑхатчӗҫ

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пӗчӗк пӳрнисем клавишсем тӑрӑх хӑвӑрт чупатчӗҫ, куҫӗсем ҫаплах салхуллӑраххӑн пӑхатчӗҫ

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Пӗрне-пӗри юмах каласа паратчӗҫ, пӗрле юмӑҫ пӑхатчӗҫ, ӗмӗтленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ухсак! Ухсак!» — ҫапла йӗкӗлтеме пӑхатчӗҫ ӑна ачасем пӗчӗк чухне.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳрте хӑрах урине пуссанах шӑпӑр ярса тытатчӗҫ, чӗнтӗр ҫыхатчӗҫ, выльӑх пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Вӗсем ҫине савӑнса е ӑмсанса пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тунмастӑп, ман тавра тӑван хулара та, кунта та каччӑсем явӑҫма пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑнпах пуль, юнашар полкри салтаксем те ун ҫине ӑрӑмҫӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ял ҫыннисем вара халиччен курман япала ҫине тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Куҫӗсем хӑйӗнпе калаҫакан ҫынран тархасласа тем ыйтнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан ҫынсем кун ҫине тӗлӗнерех, шанмасӑртарах, ӗненмесӗртерех пӑхатчӗҫ, «Мӗнле йышӑнать-ха ҫавна Марине?» тетчӗҫ, халӗ хӑнӑхрӗҫ ӗнтӗ: килӗштерет курӑнать Марине ватӑ урҫана.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та вӑл ӗҫчен ҫын та мар, темле васкавлӑ ӗҫе те хыпӑнса укмесӗр, ытлашши хавхаланмасӑр тӑвать, ҫавӑнпа хӑй колхозра ӗҫленӗ чух хӗрсем унран кулма та пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем вара капан тӑррине карттусӗ ӳкес пек пуҫне ҫӗклесе тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Эпӗ ҫемьере пӗртен пӗр ачаччӗ; мана вӗрентсе ӳстерни хире-хирӗҫлӗхсемпе уйрӑлса тӑратчӗ: мана е ҫав тери юратса-ачашласа, тимлӗ пӑхатчӗҫ, кашни вак йӑлӑнтармӑша пурнӑҫлатчӗҫ, е эпӗ пуррине йӑлтах манса каятчӗҫ, — ҫав авӑксенче манӑн хам тӑвайман мӗн пур ӗҫ тӗлӗшпе аса илтерсех тӑма тиветчӗ.

Я был единственным ребенком в семье; воспитание мое отличалось крайностями: меня или окружали самыми заботливыми попечениями, исполняя малейшие прихоти, или забывали о моем существовании настолько, что я должен был напоминать о себе во всех, требующих постороннего внимания, случаях.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Темле майпа-ҫке, вӗсем пынине милицисем пӗлетчӗҫ-пӗлетчӗҫех, вара пылчӑка-мӗне, кӑнтӑрлана-ҫӗрлене пӑхмасӑрах вӗҫтерсе ҫитетчӗҫ, хупӑрласа илме пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ҫӗршыв ҫыннисем ман ҫине тӗнчери калама ҫук тӗлӗнмелле япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Жители этой страны смотрели на меня, как на величайшее чудо в свете.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех