Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхатпӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек эпир чун хурланнӑ чух мар, уявсенче те ӗҫкелесе пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав вӑхӑтрах, 1933—1940 ҫулсем хыҫҫӑн поэтӑн шухӑшӗсемпе ӑнланӑвӗсем чылай ҫӳллӗ пусӑма ҫӗкленнине шута илсе, «Тилли юррисем» ҫине иккӗмӗш кӗнеке «тӳпинчен» пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тем вӑхӑтран пӑхатпӑр — аякран фара ҫутисем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ун куҫӗнченех пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пылчӑкне час пӑхатпӑр, — тет ӑсчах.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Эпир пӗрлех ӗҫлетпӗр-ҫке, пӗр ӗнесенех пӑхатпӑр», — теме пултарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Унсӑрӑн тепӗр чухне тӑрт-тӑрт туса ҫӳретпӗр, пӗр-пӗрне куҫайӗн, чалӑшса пӑхатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эпир Пушкӑртстанра наукӑна республика аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ драйверне пӑхнӑ пек пӑхатпӑр.

— Мы в Башкортостане относимся к науке как к важнейшему драйверу развития республики.

Радий Хабиров Еврази НОЦ ҫуртне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-09-0 ... rn-3425087

Пӑхатпӑр — пӳрт тӑрринче, крыша ҫинче эппин, Микки тӑра па-рать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Эсӗ кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр вунӑ минутран пӑхатпӑр — сасартӑк тӑшман салтакӗсем хушшинче перкелешӳ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тӗртсе пӑхатпӑр — кочегар!..

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пӑхатпӑр: кӑмаки сӳннӗ, ун умӗнче пӗр ҫын ӳсӗр йӑваланса выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хӗрачасемпе арҫын ачасем «Малалла пӑхатпӑр, иртнине ас тӑватпӑр» ача-пӑча форумне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Унта юсавлӑхне пӑхатпӑр, мӗнле штат вӗсен, вӗреннӗ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

— Тен, эпир хамӑр пӑтрашатпӑр та ҫынсене айӑплама пӑхатпӑр?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑхатпӑр та эпир малтан — салтаксем тесе.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхатпӑр та хайхи — чӑнах та, Атӑл каялла юхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳрех вӗсен капкӑнне ҫакланатӑр! — тет Паҫук ачасем шоссе ҫине кайса пӑхатпӑр тесенех.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӑхатпӑр та ҫӳлелле, пирӗн кушак, чӑх кашти ҫинчен кӗлет тӑррине сикнӗ те ансӑр кӑна хушӑкпа шалалла чӑмнӑ…

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Уҫӑ шӑтӑкӗнчен пӑхатпӑр — нимӗн те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех