Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхасран (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укань карт пӑхасран пушанми пулса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Почтӑри ҫысем уҫса вуласа пӑхасран хӑрамасть-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл пӑхасран эпӗ тӳртӗнле ҫаврӑнса лартӑм та чунтан тӑрӑшма тытӑнтӑм.

Повернувшись к нему спиной, чтобы он не заглядывал, я трудился.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах кӗнеке ҫине ҫырса хума вӑл паспортне парсан, тепӗр куннех вӑл темскер инкек пуласса туйса илчӗ, — коридорти дежурнӑй темскер пӑхкаласа шыранинчен, куҫран пӑхасран пӑрӑннинчен, горничнӑй уҫҫӑнах хӑранинчен тата конторӑн кӗленчеллӗ алӑкӗ витӗр управляющипе чӑп-чӑмӑр швейцар вӑл пырса тухса кӗнине сыхласа тӑнинчен туйса илчӗ.

Но уже на второй день после того, как он сдал паспорт в контору для прописки, он почувствовал неблагополучие, — по шмыганью глаз коридорного, старательно отворачивавшего лицо, по откровенной испуганности горничной и по тому, как следили за выходом и входом его управляющий из-за стеклянной загородки конторы и жирный загалуненный швейцар.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Лелюков батальонӗнчи темиҫе боец, хӑйсен командирне эпир пӑхасран кӗвӗҫсе сыхлаҫҫӗ.

Несколько бойцов из батальона Лелюкова ревниво охраняли своего командира от наших услуг.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Феррари полковник сирӗн тусӑрсем сире ҫӗнӗрен хӑтарма тӑрӑшса пӑхасран хӑрать, ҫавӑнпа та вӑл ҫавна…

Полковник Феррари опасается со стороны ваших друзей новой попытки освободить вас и хочет предупредить ее…

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Турӑ сыхлатӑр сире хӗрарӑмсен шлепки айне пӑхасран!

Но Боже вас сохрани заглядывать дамам под шляпки!

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Кунта ҫенӗхринчен ҫутӑрах, тухтӑр мана та ҫавӑркала-ҫавӑркала пӑхрӗ, хальхинче вӑл манӑн хӑлхана пӑхасран аран-аран кана тытӑнса юлчӗ курӑнать.

Здесь было светлее, чем в сенях, и доктор снова принялся рассматривать меня со всех сторон и на этот раз, кажется, с трудом удержался, чтобы действительно не заглянуть в ухо.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех