Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхар (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А эпир хуллен кӑна истори ӑшнелле кӗрсе пӑхар

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Бардин инженерпа калаҫса пӑхар, — мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерӗ вӑл пире…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Халӗ, акӑ, прибора ӗҫлеттерсе пӑхар, — тенӗ докладчик.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӳме урлӑ каҫса пӑхар мар-и?..

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Атя-ха, кайса пӑхар, Откан аппа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кум, атя-ха, пӳрте кӗрсе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тен, чаҫе каяр, аслӑ командирсенчен ыйтса пӑхар?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫӑл шывне сапса пӑхар мар-и. Ҫав шыв сиплӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Атьӑр-ха, теҫҫӗ, эпир те ҫӑл куҫ шывне ӗҫсе пӑхар, тен эпир те Улӑп пек ӳссе кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпир те итлесе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пырса пӑхар мар-и ҫӑл куҫӗ патне, — чӗнет пурне те Нинук.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Лампа сӑнавҫӑсене епле ҫутатнине пӑхар.

Присмотримся, как лампа освещает наблюдателей.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус ҫинче аллисене аяккалла тӑсса ҫурҫӗр еннелле пӑхса тӑракан сӑнавҫӑсене лайӑхрах пӑхар.

Присмотримся к глобусу, на котором стоят лицом к северному полюсу несколько наблюдателей с вытянутыми в стороны руками.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Айтӑр-ха, Сергей Иванович, ҫав хӑшпӗр ялсене пӑхар мар.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫавӑн патне кайса пӑхар мар-и пӗрех хут…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Атя, выляса пӑхар ҫапла…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

«Хӑпарӑр-хӑпарӑр, курччӑр пире ҫамрӑк тусӑмӑрсем, хамӑр та лайӑхрах пӑхар вӗсем ҫине», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ну-ну, итлесе пӑхар-ха, эппин, шкулта ҫырнӑ сочиненине итлесе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Атя татах хӑтланса пӑхар.

– Давай попробуем еще.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

– Кайса пӑхар.

– Давайте посмотрим.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех