Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхаканӑн (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян кунта Миронова Варвари чӗпӗ пӑхаканӑн киревсӗр ӗҫне юлташла судра пӑхса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Куҫ харшисене пӗрсе Джесси ҫурма уҫӑ ҫӑварпа пӑлхавлӑн пӑхса тӑрать, анчах пахчаҫӑн пуҫ пӳрни лаша пӑхаканӑн алӑ тупанӗнчен перӗннине курчӗ те ахӑлтатса кулса утса кайрӗ.

Джесси смотрела, сдвинув брови и тревожно полураскрыв рот, но, увидев, как большой палец садовника ткнулся в ладонь конюха, расхохоталась и ушла.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Поликейпе те ҫапла пулнӑ, Поликей авланнӑ пулнӑ, турӑ ӑна телей панӑ: унӑн арӑмӗ, — выльӑх пӑхаканӑн хӗрӗ, — ҫирӗп, тӑнлӑ, ӗҫчен хӗрарӑм пулнӑ; пӗринчен пӗри маттуртарах ачасем ҫуратса панӑ.

Так-то и с Поликеем случилось. Женился Поликей, и дал ему бог счастье: жена, скотникова дочь, попалась баба здоровая, умная, работящая; детей ему нарожала, один другого лучше.

II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Те манчӗҫ, те вӑхӑчӗ пулмарӗ ӑна пӑхаканӑн.

То ли забыли, то ли у Садовника времени не оказалось.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

Кирила Петрович, хӑй чурийӗн харсӑр сӑмахне илтсен, ахӑрса кулса ярать, ун хыҫҫӑн хӑнисем те, — йытӑ пӑхаканӑн шӳчӗ вӗсене хӑйсене те тивнине туйрӗҫ пулин те, — ахӑлтатса илеҫҫӗ.

Кирила Петрович громко засмеялся при дерзком замечании своего холопа, а гости вослед за ним захохотали, хотя и чувствовали, что шутка псаря могла отнестися и к ним.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех