Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтраштарчӗ (тĕпĕ: пӑтраштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васса ҫӗрулми турамӗсене кӑтӑрт-кӑтӑрт тутарса пӑтраштарчӗ те тӑм чашӑка упӑшки умне пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шанаров чӳречерен пӑхса илчӗ те сӗтел ҫинчи хутсене канӑҫсӑррӑн пӑтраштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ак ӗнтӗ пуҫа вӗри хум вӑшӑлл! пырса ҫапрӗ, ӑс-тӑна тӗтрелентерчӗ, пӑтраштарчӗ, ӳт-пӳре тискер кайӑк юнӗ вӗресе-выляса кайрӗ — Пурис, каллех юлташӗсен тӗллӗн килнӗ ват йӳҫекне ӑшран таптарса кӑларса, саланса кайнӑ куҫне тискеррӗн пысӑклатса, хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн сӑмси витӗр ӗнӗрӗшме пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Акӑ мӗн пулса иртрӗ, — терӗ вӑл лавҫа, — пысӑк вӗҫен кайӑк, тискерскер, хӑйӑва чарланпа пӑтраштарчӗ ахӑр, манран шлепкене туртса илчӗ те самантрах ҫухалчӗ!

— Какой произошел случай, — сказала она кучеру, — большая птица, должно быть хищная, приняла ленту за чайку, стащила с меня шляпу и была такова!

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӑл кӳлепесене пӑтраштарчӗ те партие выляса янине пӗлтерчӗ.

Внезапно он смешал фигуры и объявил, что проиграл партию.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Арҫын ача горизонт енӗсене пӑтраштарчӗ, ҫавӑнпа та хӗвел… анӑҫран ҫӗкленчӗ, пӗртен пӗр хут — пӗр ҫыншӑн кӑна.

Так как мальчик спутал стороны горизонта, то это был единственный — для одного человека — случай, когда солнце поднялось с запада.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Ҫапах та вӑл «Гренель» пӑрахутӑн аслӑ механикӗ вырӑнне хурса Бутлер повара икӗ хут «Рибейро сеньор», Ластона вара «Бауман герр» терӗ — «Боливи» шхуна боцманӗпе пӑтраштарчӗ

Однако уже он два раза назвал повара «сеньор Рибейра», принимая его за старшего механика парохода «Гренель», а Ластона — «герр Бауман», тоже путая с боцманом шхуны «Боливия».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Энниок картсене арпаштарма пуҫларӗ, вӑрахчен пӑтраштарчӗ, унтан вӗсене сӗтел ҫине веерла салатса хучӗ.

Энниок стал тасовать карты, долго мешал их, потом веером развернул на столе, крапом вверх.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑт, ҫапла, Нина, ҫара кайма та черет ҫитрӗ, — хӗрӗн ырӑ шӑршӑ кӗрекен ҫӳҫне тутипе пӑр самант чуптӑва-чуптӑва пӑтраштарчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, кам та пулин хӗрӳленсе кайнипе приказа пӑтраштарчӗ пулӗ?

Наверно, недоразумение? Может быть, кто-то в горячке перепутал приказ?

XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Блаженко ку сӑмаха хӑй пӗлекен «тешик» сӑмахпа пӑтраштарчӗ те старике хирӗҫлесе: — Ҫук, вӑл мар! Шыв кирлӗ, ӑнлантӑн-и, шыв! — терӗ, вара каллех шыв ӗҫнӗ пек туса кӑтартрӗ.

Блаженко спутал это слово с «тешик», какое он знал, и возразил: — Нет, не это! Воды, понимаешь, воды! — И снова показал, будто пьет.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Ӑна эсир, Артамоновсем, ӑнран кӑларса ятӑр, мана Никита Ильич пӑтраштарчӗ!

— Это вы, Артамоновы, сбили меня с толку, Никита Ильич разбередил!

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Артамонов мӑнаҫлӑн ӳсӗрсе илчӗ, ура ҫине тӑрса аллисене кӗсйисене чикрӗ те, сӑмахӗсене кӑштах пӑтраштарчӗ пулин те, татӑклӑн, Тихон пуҫӗ урлӑ ҫӳлелле, пӗлӗтсем ҫинелле пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ:

Артамонов солидно крякнул, встал, сунул руки в карманы и решительно, хотя несколько путаясь в словах, заговорил, глядя через голову Тихона, в облака:

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Грамматикӑпа хӑй тӗллӗн ҫырмалли урок пулчӗ, Миша правилӑсене пӑтраштарчӗ.

Через два дня была самостоятельная по грамматике, Миша безнадежно путался в правилах.

Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӑтраштарчӗ те хӑй шӑвӑнса тухрӗ, алран хурӑн ҫӗлен пек явӑнса тухрӗ.

 — Запутала, а сама выскользнула, ужом вывернулась из рук.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Санин сӑмахӗсене пӑтраштарчӗ, такӑнчӗ, Марья Николаевна вара кресло хыҫӗ ҫине ерипен тайӑнчӗ, аллисене хӗреслесе хучӗ те ун ҫине ҫавӑн пекех тимлӗн, уҫҫӑн пӑхса ларчӗ.

Санин путался и сбивался, а Марья Николаевна тихонько отклонилась на спинку кресла, скрестила руки и глядела на него тем же внимательным и ясным взглядом.

XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Мӗн чухлӗ суйрӗ вӑл кунта, пӑтраштарчӗ, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, юри суя сведенисем пачӗ — тӗлӗнсе хытса кайӑн!

Сколько он тут врал, путал, изворачивался, давал заведомо ложных сведений — ужас!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ах, турӑ пӑтраштарчӗ мана!..

— Ох, покарал меня господь!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов, Дарья Семеновна манса хӑварнӑ пӗчӗк кукӑр турчкана илсе, кӑмакари вутта пӑтраштарчӗ; вутран ҫӑтӑр-ҫатӑр хӗлхемсем сирпӗнчӗҫ.

Пробатов взял забытую Дарьей Семеновной маленькую кривую кочергу, пошуровал в печке, взвихривая облачко трескучих искр.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах унӑн ниепле те ҫыпӑҫмарӗ: пулемета сӳтмелли йӗркене Бунчук темиҫе хут кӑтартрӗ пулин те, Геворкянц ас туса юлма пултараймарӗ, пӑтраштарчӗ, ҫухалса кайрӗ, пӑлханчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ:

У того все не клеилось: сколько ни показывал ему Бунчук правила разборки, — никак не мог запомнить, путал, терялся, шептал смущенно:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех