Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнманнине (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви хуллен ута пуҫларӗ, симӗс куҫсем ҫул ҫинчен пӑрӑнманнине кура, чарӑнса тӑчӗ, унӑн каялла ҫаврӑнса тарас шухӑш та вӗлтлетрӗ, анчах тарма хал ҫӗкленмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ӑсатас-и? — сӗнчӗ вӑл, Липа правлени еннелле пӑрӑнманнине кура.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нихӑшӗ те айккинелле пӑрӑнманнине пула лавсем турта пуҫӗсемпе пӗр-пӗрне пырса тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман Элентейпе ним ҫинчен калаҫмалли те ҫук, калаҫас кӑмӑлӑм та ҫук, — вӗсем пӑрӑнманнине пӑхмасӑр пусма тӑрӑх анма тӑчӗ Альпи.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс пӗлетӗн ӗнтӗ, эс пӗлетӗн, — терӗ ӑна Шерккей, шӑллӗ хӑй патӗнчен пӑрӑнманнине кура.

— Ты же знаешь… ты же знаешь… — Шерккей, видя, что брат не отступится, пока не узнает причину пожара, решил рассказать все как было.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл хӑй шутланинчен нихҫан та пӑрӑнманнине Валентина пӗлнӗ, ҫавӑнпа ҫакна та вӑл, унта мӗн пуррине пӗтӗмпе юратнӑ пекех, юратрӗ.

Валентина знала его непреклонность, порой доходившую до жестокости, и любила ее так же, как любила все в нем.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чӳречерен, хӳме хушӑкӗнчен пӑхса тӑракан ҫынсем, Ҫтаппан урхамах ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнманнине курсан, тӗлӗнсе, хӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унпа пӗрле ӳснисем вӑл пӗр ӗҫрен те пӑрӑнманнине аса илеҫҫӗ.

Те кто с ним вместе росли рассказывают, что он за любую работу брался.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Ачасем, ҫаплах хӑраса пӑхнипе, хӑйӗнчен пӗр утӑм та аяккалла пӑрӑнманнине сиссен, вӑл вӗсене хӑтӑрса пӑрахрӗ: — мӗншӗн эсир пурте ман патӑмра-ха?

И, заметив, что ребята на все смотрят испуганными глазами и ни на шаг не отходят от нее, она строго прикрикнула: — Это почему за юбку держитесь?

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех