Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнатпӑр (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ ҫынсем умне те сӑлтавсӑр тухмастпӑр, усаллисен куҫӗ тӗлӗнчен хамӑр пӑрӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Эпир тӑп ыйтуран пӑрӑнса аяккалла каятпӑр, — терӗ Виктор, — пирӗн тавлашури чи кирлинчен пӑрӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тата кӑштах кайсан сылтӑм еннелле пӑрӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпир ҫитрӗмӗрпе пӗрех, ҫакӑнтан пӑрӑнатпӑр та сулахайра — ав ҫав ҫуртра — эпӗ пурӑнатӑп.

Мы почти приехали, так как за этим поворотом, налево, тот дом, где я живу.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ну, санӑн паттӑрлӑхусен шутне тепӗр сыпӑк ҫырса хуратпӑр та… сых ятне вӑрманалла пӑрӑнатпӑр.

Ну, впишем еще страницу в твои подвиги и… свернем-ка на всякий случай в лес!

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав вӑхӑтра Дюрок сасси илтӗнчӗ: «Пӑрӑнатпӑр!».

В это время Дюрок прокричал: «Поворот!»

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сулахаялла пӑрӑнатпӑр.

Свернем влево.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Пӑрахут патне сулахаялла пӑрӑнатпӑр!

— Берем влево на пароход!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Ҫав вӑхӑт кӗҫех ҫитме пултарать, паллах, кӗҫех ҫитет те ак, эпир вара, ҫавӑн чухне те ҫийӗнчех татӑклӑ ӗҫсем тӑвассинчен пӑрӑнатпӑр пулсан, ахаль кӑна вак буржуаллӑ социалистсем, талпассем тата фразерсем пулса юлатпӑр та, рабочи класс пирӗнтен пӑрӑнать.

Такой момент может скоро наступить, он, несомненно, скоро наступит, и если мы и тогда уклонимся от немедленного действия, то мы окажемся дюжинными мелкобуржуазными социалистами, болтунами и фразерами, и рабочий класс отвернется от нас.

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Нимӗҫсене хамӑр йӗртен сӗтӗрсе хӑварас тесе тата хамӑр хыҫра пӗр енчен тепӗр еннелле чуптарса ҫӳретес тесе, эпир пӗрре малалла, тепре каялла, е пӗрре сылтӑмалла, е тепре сулахаялла пӑрӑнатпӑр.

Петляли, сбивали немцев с толку, заставляли их кидаться из стороны в сторону.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӑрӑнатпӑр.

— Заворачиваем.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Района кӗретпӗр-и малтан е Евдокия Павловна патне пӑрӑнатпӑр? — ыйтрӗ шофер.

— В район сначала заедем или сразу свернем к Евдокии Павловне? — спросил шофер.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Астӑвӑр, йӗкӗтсем, — кунта пӑрӑнатпӑр.

— Здесь, примечай, хлопцы, — поворот.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эхер те эпир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратпӑр, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатпӑр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа пире паянах тӗп тутӑр!

Если мы восстаем и отступаем от Господа, то да не пощадит нас Господь в сей день!

Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех