Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнас (тĕпĕ: пӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсен куҫӗнчен пӑрӑнас шутпа Ваҫлей утассине кӗскетрӗ, унтан чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ваҫиле такӑр ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, вӑйлӑ ҫилтен пӑрӑнас тесе ҫаврӑнчӗ те Ҫилевӗр юмана пуҫласа курчӗ тейӗн, аллисемпе сулкалашса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан вӑл манӑн халь вуланине манас, унран аяккарах пӑрӑнас пулать, унсӑрӑн эпӗ сирӗн шухӑшсенех каласа кайма пултаратӑп, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мопедист та, водитель те пӑрӑнас тесе хӑтланнӑ.

И мопедист, и водитель грузовика пытались разъехаться.

Елчӗк районӗнче мопедист сӗт турттаракан машина айне пулнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35711.html

Ҫапах та пуҫа усас, хам шухӑшран пӑрӑнас темерӗм-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑл, йӑлӑхтарнӑ калаҫуран хӑвӑртрах пӑрӑнас шутпа-и, Мокинпа Корнеевран уйрӑлса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫул ҫинчен пӑрӑнас мар тесен чӑтӑмлӑ пулӑр, ан вӗчӗрхенӗр.

Чтобы не сходить с намеченного пути, будьте терпеливее, не стоит быть раздражительным.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шупашкартан иртсен аслӑ ҫултан пӑрӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫултан пӑрӑнас марччӗ, ӳкес марччӗ тесе вӑл куҫӗсене чармакласа пӑхать, питне сӑтӑра-сӑтӑра илет.

Стараясь не сбиться с этого пути, изо всех сил таращит в темноте глаза, потирает лицо руками, чтобы не заснуть.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Апла пулсассӑн парӑнас, Е ҫул ҫинчен халь пӑрӑнас?

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Атте пилленӗ ҫулран пӑрӑнас килмест — аслӑ ҫулпах утас, университета кӗрес вӗренме», — татса каларӗ хӑйне хӑй Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн арчисенче кӗпе-йӗм, тумтир, хаклӑ япаласем вун-вун пин тенкӗлӗх упранаҫҫӗ; ҫак пурлӑха укҫана куҫармалла, ӗҫ-пуҫ япӑх енне пӑрӑнас тӑк Джесси укҫисӗрех васкавлӑн тухса тарма пулать; Джесси укҫи вара…

В ее сундуках брошено было белья, платьев и драгоценностей на десятки тысяч; обратив это имущество в деньги, она могла в случае опасного поворота дела бежать немедленно, не завися от денег Джесси.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ анат аллейӑна антӑм та вӗҫне ҫитичченех утса тухрӑм, хуланалла пӑрӑнас тӗлте хирӗҫ пыракан ватӑ ҫынна куратӑп: вӑл ҫуллахи пальтопа, чӗрес тӗплӗ шлепкепе, туяпа, ахӑртнех, уҫӑлма тухнӑ, мӗншӗн тесен ирӗклӗ аллипе пилӗк ҫулсенчи хӗр ачана ҫавӑтнӑ.

Я спустился к нижней аллее и прошел ее всю, а когда хотел повернуть к городу, навстречу мне попался старик в летнем пальто, котелке, с тросточкой, видимо, вышедший погулять, так как за его свободную руку держалась девочка лет пяти.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тӗттӗмленнӗ авӑкра траверсра Покет ҫутисем йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ те — «Упа ами» кӑткӑс курнӑҫусенчен пӑрӑнас йӳтӗмпе ҫыранран уҫӑ океана тухрӗ.

Уже стало темнеть, когда на траверсе заблестели огни Покета, и «Медведица» удалилась от берега в открытый океан, во избежание сложных встреч.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗскен каласан — вӑл кӗнӗ чухне айккинелле пӑрӑнас килет.

Короче говоря, когда он входил, хотелось посторониться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Унӑн тачка сӑмси, тачка тути, вӗсем ҫеҫ-и — пит ӳчӗ ҫинчи кашни сывлӑш шӑтӑкӗ ҫывӑхрах курӑннипе вӑл халӗ темле сарӑлса-сарӑлса пыракан лӑймака пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа Сӑпанин тӑрса хӑвӑртрах айккинелле пӑрӑнас килчӗ, ҫапах вӑл вырӑнтан пач та хускалмарӗ, хӑй те Мӗтрие куҫран хирӗҫ ҫирӗппӗн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата… капла пурӑна киле пиртен пӑрӑнас текенсен те ҫулӗ хупӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина, упӑшкинчен пӑрӑнас тесе, апат-ҫимӗҫ сумкине Мишӑна тыттарчӗ те хӑйӗн ҫине хӑвӑрт сӑран куртка ывӑтса упӑшки хыҫҫӑн хваттертен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Аня хӑй те тӗрӗс ҫултан пӑрӑнас марччӗ тесе пурӑннӑ.

Аня старалась жить правильно, не сворачивая с верного тупи.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех