Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑру сăмах пирĕн базăра пур.
пӑру (тĕпĕ: пӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк хайхи кӗҫналӑк уҫӑлса кайрӗ, картишӗнчен вӗсем ҫинелле пӑру пек пысӑк икӗ йытӑ сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, шакӑртатса кӗҫналӑк уҫӑлса кайсассӑн, Укаслу чи малтан картишӗнчи лачакара чаваланакан пӑру пек пысӑк ула сысна аҫине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хунчар йӑхӗнчи Савантер Шӑхалӗ тына пӑру илесшӗн, э-э???

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ ҫуртра тына пӑру пур, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем - пӑру вити тата сумалли залра ӗне вити, пурлӑх склачӗ, тырӑ упрамалли ангар.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Апельсин, панулми, ӑшаланӑ ҫӗрулмипе пӑру какайӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кӗҫех ферма пуҫлӑхӗ, ача йӑтнӑ евӗр, пӑру ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Кайран чылай ҫул фермӑра пӑру пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Маюк инке хӗрачин пуҫне ҫӗклерӗ: Маринен ҫаврака пичӗ куҫҫульпе, тӑпрапа вараланнӑ, ҫамки те ун юнӑхса, хӑпарса тухнӑ, йӗпеннӗ ҫӳҫ пайӑрки ҫамки ҫумне ҫыпҫӑннӑ, кӗпи-саппунӗ пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

2022 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Лариса Головина (ӗне сӑвакан оператор), Алевтина Перцева (пӑру пӑхакан оператор), Владислав Изратов (тракторист), Вячеслав Капламов (комбайнер), Юрий Сусметов (водитель), Борис Кузьмин (ӗне сӑвакан оборудование ӗҫлеттерекен) «Професси енӗпе чи лайӑххи» ята тивӗҫрӗҫ, Надежда Трифонова (выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан), Альбина Сусметова, Людмила Соловьева (тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнса ӗҫлекенсем), Валерий Пыркин (механик-диспетчер) кооперативри Хисеп хӑми, Людмила Перцева (1-мӗш бригада), Алексей Васильев (2-мӗш бригада), Анатолий Романов, Ирина Павлова, Леонид Головин (3-мӗш бригада) ячӗсем бригадӑри Хисеп хӑми ҫине ҫырӑнчӗҫ, Анатолий Мижеров, Леонид Головин, Владимир Васильев, Сергей Абрамов механизаторсене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗрте тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, Лидия Капламовӑпа Алевтина Марковӑна, Сергей Смирновпа Станислав Соловьева тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ятпа саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Эпӗ… эпӗ, — хӑлаҫланчӗ чӗпӗ, — пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранатӑп, — касса татрӗ вӑл пӑру сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

— Еплерех ҫивӗч ман шӑлсем, кун каҫа эпӗ миҫе лӑпӑ ешӗл курӑк ҫиместӗп пулӗ, — мухтанчӗ пӑру, — хур чӗппи ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса, — эсӗ эрнере те ун чухлӗ курӑк ҫиес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Сидӑрпа Нина пӑру илсе пусрӗҫ, Саваттипе Лисук урай сӑрларӗҫ, Давыдов таҫтан пӗр сетка какай йӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Лесник килӗ шӑпахчӗ, пӑру пысӑкӑш усал йытти ҫеҫ сӑнчӑрта сиксе вӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви вӑй питти каччӑ пулса ҫитсен, хивре евчӗ карчӑксем ӑна «тына пӑру» тупса парас тесе анӑрата пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пусма айӗнчи будкӑран Цербер — пӑру пысӑкӑш йытӑ — сӑнчӑрне чанкӑртаттарса тухрӗ те ун аллине ҫулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗне витинчен тухсан, ҫамрӑк пӑру витине кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫамрӑк пӑру кашкӑр апачӗ ан пултӑр тесе, хам ҫумри чӗн пиҫиххине салтрӑм та, сӑмса тутри ҫине тар хурса, ӑна пиҫиххипе йӑлмакласа пӑру мӑйӗнчен ҫакса ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӑру пусакансем те пур.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем те ӑҫта, мӗнле ҫаран лекессе пӗлесшӗн ҫунаҫҫӗ, ытлашши пӗрер путек е пӑру усрама пулмӗ-ши тесе ӗмӗтленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех