Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑркалать (тĕпĕ: пӑркала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ай-яй-яй, — пуҫне пӑркалать Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑхать те пӑхать Хумкка Ҫимун ҫине, пӗрре шикленнӗ пек пулать, тепре, тем килӗшмен пек, пуҫне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ухмах эп, — пуҫне пӑркалать вӑл, — лайӑххӑн каччӑ пулса та ҫӳреймерӗм вӗт.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вера тесе чӗнни тӗксӗмленет те пуҫне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Алеша станок патӗнче аппаланма пикенет: пӗрре тапратса ярать, тепре чарса пӑхать, пралуксем мӗнле ҫыхӑннине тӗрӗслет, уҫҫипе гайкӑсене пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Вӑл пуҫне «шел, ним тума та ҫук» тенӗн пӑркалать те, ҫӗрелле пӑхса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр утса пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианка хӳрине хускаткаласа пирӗн умра ларать, пуҫне пӑркалать, хуҫи ҫине айӑплӑн пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗнтӗ эпӗ те халӗ ҫывӑх тус пулса тӑтӑм уншӑн — асӑрхасанах мана хирӗҫ вӗҫтерсе килет, ура вӗҫӗнче явкаланса ачашланать, чӗвен тарса, ташланӑ чухнехи пек сиккелет, кӗлеткине авкалать, пуҫне пӑркалать, куҫран кӗрсе каяс пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Шӑплан, анне, — пуҫне асаплӑн пӑркалать хӗр, — шӑплан…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрарӑм пуҫне пӑркалать: «Ним те пӗлместӗп».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Халь Михаил хӗре чуптӑвасшӑн пулмалла, анчах лешӗ пуҫне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кӗҫен кӗрӳ такмаклать, Сарӑ хӗре пӑркалать, Ташламашкӑн сӗтӗрет, Хӗре ташша илтерет.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑмах аттене чиркӗве кӗртесси ҫинчен пырать, кукаҫи пупа йӑлӑнса пӑхасшӑн, ял евӗрлӗ пытарар, тет; пичче пуҫне пӑркалать, пупсӑрах пытарма пулать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыйтнине хирӗҫ вӑл пуҫне ҫеҫ пӑркалать.

На вопрос она только качает головой.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пуҫне пӑркалать.

Касьян горестно качает головой.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл чарӑнми кӑшкӑрать, почтальон вара тӳрех илтрӗ, пуҫне унталла-кунталла пӑркалать, ҫӳлелле пӑхать.

Она кричала не переставая, хотя почтальон сразу услышал и начал осматриваться, даже посмотрел вверх.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл ҫӑварӗпе чӑнах та кӑмӑллӑн выляп, ӑна апла та капла пӑркалать, пӗр куҫне хӗскелет.

Он положительно играет ртом: и так, и этак скривит его, а один глаз прищурит.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тутӑрӗ ӑна пӑхма кансӗрлет, ҫавӑнпа вӑл пуҫне пӑркалать.

Платок мешал ей смотреть, и она вертела головкой.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Горн хӑйӗн ӳтне япӑх туять, вӑл ытлашши хӗрӳленнипе чӗтреме чарӑнаймасть; итлеве-сасса куҫнӑскер — хӑй сисмесӗрех пуҫне пур еннелле те пӑркалать, курокӗ кашни самантрах пеме хатӗр, ҫав хушӑрах кӗсйине йывӑррӑн усӑнтарнӑ револьверне те аса илет.

Горн плохо чувствовал свое тело, дрожавшее от чрезмерного возбуждения; превращенный в слух, он машинально поворачивал голову во все стороны, держа на взводе курки и ежесекундно вспоминая о револьвере, оттягивавшем карман.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӗсем юнашар пыраҫҫӗ; сӑрӑ пӗчӗк лаша хӑлхисене майӗпен хускаткалать; итлеме ӑнтӑлать тейӗн — пынӑ ҫӗртех пуҫне хӗр ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑса-тӑса пӑркалать.

Они пошли рядом, и маленькая серая лошадь, медленно шевеля ушами, как будто прислушиваясь, вытягивала на ходу морду за спиной девушки.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех