Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӑркалатчӗ (тĕпĕ: пӑркала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халь кӑна вокзал буфетӗнче куртӑм-ҫке эп ӑна: вӑл буфетчицӑна, ҫӗрти-ҫӳлтине манса хӑвармасӑр, тӗрлӗ усал сӑмахсемпе вӑрҫатчӗ; унӑн пичӗ илемсӗрччӗ, куҫне йӗрӗнчӗклӗн хӗснӗччӗ, пиҫмен пилеш ҫинӗ пек, тутине пӑркалатчӗ…
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Унӑн кӑнттам «струменчӗ» те, хӑйӗн мӗкӗрекен хулӑн сассипе Иохим сӗрме купӑсӗн юрласа-ташлакан сасси хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырас тесе, чунтанах тӑрмашнӑн туйӑнса каятчӗ, хӑй вара, ватӑ Янкель, хулпуҫҫисене сиккелентерсе, ермолка тӑхӑннӑ шакла пуҫне пӑркалатчӗ, шухӑ та йӳрӗк кӗвӗ ҫеммине май хӑй те тӑпӑртатмасӑр тӳсейместчӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Юмахри пек ӗненмелле мар тумланнӑскер, «мана никам та чике тӑршшӗ лартма пултарас ҫук» тенӗ пек сӑнарлӑ субъект пӗр-пӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен, вӑл ҫынлӑхран тухни ҫинчен хӑйне яланах тӳрре кӑларса, хӳтӗлесе каласа панине итлесе пӗтерсен, Коновалов шухӑша кайнӑ чухнехи пек йӑл кулатчӗ те, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркалатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Страницăсем:
- 1