Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑркаларӗ (тĕпĕ: пӑркала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нимӗн те ӑнланмастӑп, — пуҫне пӑркаларӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пултарӑп-ши халӑхпа ӗҫлеме? — иккӗленчӗ, пуҫне пӑркаларӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сывлама май ҫук, — сӑмсине пӑркаларӗ милиционер, пӳрте кӗрсенех хӑй тавра пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ укҫасем кӑларса тыттарчӗ, вак укҫа та мар, — пуҫне пӑркаларӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ах, хӑрушӑ, — темскер йӳҫӗ япала ҫӑтса янӑн куҫне хупса, пуҫне пӑркаларӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хамӑн тырра комсомолецсен килне кайса чикме пуҫа ҫухатман-ха, — тесе йӗрӗнчӗклӗн шӑл йӗрсе пуҫне пӑркаларӗ Вӑрӑм Павӑл, халӑх умӗнче ик-виҫ хут хӗрес хывса кӑтартрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫне унталла-кунталла пӑркаларӗ Эрхип — Улька ишни ниҫта та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗре ӑсатнӑ кулаксене манчӗҫ пулӗ тенӗччӗ, — пӗрре кулнӑ пек, тепре тарӑхнӑ пек тутине пӑркаларӗ Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чылайччен пӑхса тӑчӗ упӑшки ҫине арӑмӗ, хӑрах ывӑҫне тути патнех тытса, пуҫне пӑркаларӗ — шӑлӗсем тӑкӑнса пӗтнӗрен алли часрах ҫӑварне хуплама васкать ҫав…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михаҫ пуҫне пӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Чее вара Хӗрӳ, — пуҫне пӑркаларӗ Хӗлимун, — япӑх чухне тарчӗ, халь ӗҫсем лайӑхланчӗҫ те — кунталла тапасшӑн.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Килӗшмесӗр ҫак, — хулпуҫҫине пӑркаларӗ Улька, — мӑнтӑр майра ҫумӗнче те килӗшмесен тата кам ҫумӗнче килӗшмелле…

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пуян пурӑнатӑн, Михаил Гаврилович, — тӗлӗнсе пуҫне пӑркаларӗ Тарин, — кун пек фермӑпа кӑкӑра ҫапса мухтанма пулать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ай-яй ӑслӑ пуласшӑн, — пуҫне пӑркаларӗ Сидоров, — хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, тӑнсӑр пулсан та хам бригада ҫынниех, хӑнӑхнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫын та мар, чӗрчун та мар ӗнтӗ, — пуҫне пӑркаларӗ Раман, — чунсӑр япала ҫеҫ темелле, анчах сасӑпа макӑрса янӑ пекех туйӑнчӗ ҫак хурӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапла, чӑн-чӑн Иван Ермолаевич! — пуҫне пӑркаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Гладышев кашӑклӑ турата тытрӗ, котелокран шӳрпе ӑсса илчӗ, ун ҫине вӗрчӗ, тутанса пӑхрӗ, шӳрпе ӑшне тата тем ячӗ, пуҫне пӑркаларӗ

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Каларӑм-ҫке сана, — вӑрӑм мӑйне хавассӑн пӑркаларӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ан кул! — пуҫне пӑркаларӗ художник, ҫаплах-ха ман куҫран пӑхса.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ырӑ ячӗ, ҫутӑ ячӗ, — пуҫне пӑркаларӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех