Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахмастӑн (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ произведение пӗр хут вулатӑн-и, икӗ хут-и, пурпӗрех аларан пӑрахмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Эсӗ авӑ, — улпута юнаса илчӗ хайхискер, — ҫаплах хӑвӑн государь-патшуна хирӗҫ шухӑшлама пӑрахмастӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑрт хуҫи! халӗ те ҫав ӗҫе пӑрахмастӑн, — терӗ Тимофей Андреев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсӗ ӑна хӑвӑн… рыцарьсенни пек кутӑнлӑхна пула ҫеҫ юратма пӑрахмастӑн.

И ты продолжаешь ее любить просто… из своего рыцарского упрямства.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Пӗрремӗш числара шухӑшӑмпа санпа тата Игорьпе пӗрле пултӑм, сан ҫинчен кӑна шутларӑм, сан сӑнарна уҫҫӑнах курса тӑтӑм… Эсӗ тата ывӑлӑм — маншӑн пурнӑҫ, сывлӑшпа ҫутӑ пулса тӑратӑр. Ывӑлӑм пире пурнӑҫра ҫыхӑнтаракан сыпӑк пулса тӑрать. Эсӗ — манӑн тусӑм, юлташӑм пулатӑн, эсӗ мана йывӑр самантсенче те пӑрахмастӑн, санпа пӗрле чухне эпӗ пур енчен те лайӑх канатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл Ольга Эразмовна патне.

«1-го был мысленно с тобой и Игорем, думал только о тебе и твой образ видел очень ясно… Ты и сын — вот моя жизнь, мой воздух и свет. Сын — это связующее звено в нашей жизни. А ты — друг, товарищ, который не бросит меня в тяжелую минуту и рядом с которым я отдохну и морально, и физически», — писал он Ольге Эразмовне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Хӑй вара ҫӗрте выртакан вилӗ ашшӗ патне пычӗ те: «Эс, атте, леш тӗнчере те юлхавланатӑн иккен, ӗҫкӳне те пӑрахмастӑн, картла выляма та вӗренсе кайнӑ, — терӗ, — каллех пӗр пус укҫасӑр тӑрса юлтӑн, — терӗ, — Урӑх сана пӗр пус та памастӑп», — тесе тытӑнчӗ ӑна хулӑпа чӑвӑшлаттарма!

Подошел к мертвому отцу, что лежал на земле, и говорит: «Ты, отец, и на том свете не остепенился — пьешь, в карты играешь, деньги все спустил. Больше я тебе не дам ни копейки», и ну стегать его прутом!

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑрахмастӑн.

Не бросаешь.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ҫаплах хӗрарӑм шухӑшне пӑрахмастӑн

Все женихаешься…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ун пек пулсан, мӗншӗн унпа тӗл пулма пӑрахмастӑн эсӗ?

— А если так, почему ж тебе и не перестать с ним видеться вовсе?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»…

Куҫарса пулӑш

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Эсӗ старик вӗт ӗнтӗ, колхоз пенсионерӗ темелле, ухмахлӑхна вара ҫаплах пӑрахмастӑн, кашнинпех тӳпелешме хӑтланатӑн, ӗҫ тухмасан вара — ҫӑкӑр тархаслама тытӑнатӑн.

Ведь ты уже старик, колхозный пенсионер, можно сказать, а глупости не бросаешь, кидаешься на всех в драку, а если не выйдет — начинаешь клянчить хлеба.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ мӗн ҫак халата пӑрахмастӑн?

— Что это ты не бросишь этого халата?

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

19. Турра юрӑхлӑ парне — ӳкӗнекен чун; ӳкӗнекен йӑваш чӗрене Эсӗ, Турӑ, пӑрахмастӑн.

19. Жертва Богу - дух сокрушенный; сердца сокрушенного и смиренного Ты не презришь, Боже.

Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.

10. И будет Господь прибежищем угнетенному, прибежищем во времена скорби; 11. и будут уповать на Тебя знающие имя Твое, потому что Ты не оставляешь ищущих Тебя, Господи.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех