Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахма (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тап-такӑр урампа иртсе пынӑ чухне ӑнсӑртран ура айне пулнӑ тӗмеске ҫине такӑнса пушмак тӗпне хӑйпӑтса пӑрахсан, эпир урамне те, ҫул-йӗр ӑстисене те, атӑ-пушмак ҫӗлекенсене те вӑрҫса пӑрахма хатӗр, ун чухне эпир хамӑр ҫав урамри чаплӑ ҫуртра пурӑннине те мансах каятпӑр…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна пулах манӑн хырӑм пӑрахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Е тата ҫаппа-ҫарамас Эльвира катӑлса пӗтнӗ, тутӑхнӑ ҫӗҫӗ тытнӑ та ачипе пӗрле ҫывӑракан Светланӑна чиксе пӑрахма пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах ҫемьери лару-тӑрӑва пула унӑн ӗҫе пӑрахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Халӗ те, кашни хӑй аллипе хӑй кӗнеке тытса вуланӑ саманара, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ҫӳлте тӑракан ҫын та чӑн-чӑн тарӑн шухӑшлӑ, чӑн-чӑн ӑста ҫырнӑ илемлӗ произведение пӗрре кӑна мар, темиҫе хут вуласа тухать; кӗнеке суять пулсан, ӑна шупка ҫырнӑ пулсан, вулакан ӑна ӗненмесен те е ҫиленсе пӑрахма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Темиҫе ҫул хушшин аша Японие те экспортлама хӑтланнӑ, анчах та вӗсен массӑллӑ протестсем пулнипе, ҫавӑн пекех японецсем Ҫурҫӗр Атлантикӑран килнӗ кит ашӗ вараланнинчен хӑранине шута илсе сутма пӑрахма тивнӗ.

В течение нескольких лет производились попытки экспортировать мясо в Японию, но они были прекращены под давлением массовых протестов, а также из-за опасений самих японцев о влиянии на их здоровье загрязнений в мясе китов из Северной Атлантики.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Венюкӑнне купӑсне ҫӑтӑр-ҫатӑр ҫӑлса илчӗ те Актая тыттарса, ӑна пурана пӑрахма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сисет амӑш кӑмӑлне Лена, лайӑх пӗлет, анчах ҫӗмӗрт куҫлӑ Хӗветӗре юратма пӑрахма мар, амӑшӗ ятланӑ хыҫҫӑн тата ытларах юратакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер ҫеҫ-ха вӑл ҫӗр пин тенкӗ кӑларса пӑрахма шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй сӗтел хушшине вырнаҫрӗ, ҫӗре ӳкесрен кӗмӗл купине, хӑрах аллипе пӳлсе, пӗрер укҫан иле-иле купа ҫине пӑрахма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пур еннелле те кӑнтарса тӑсӑлнӑ тип тураттисем юмӑҫ кил-ҫурчӗн канлӗхне хускатма хӑякансене халь чиксе пӑрахма хатӗр пек курӑнаҫҫӗ, Платун хӑраса кайнипе чӗркуҫҫи айӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах ӑна сӑхманӗпе кӗпине хывма тата тӑли-ҫӑлатисене салтса пӑрахма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир юратса пӑрахма пултаратӑр.

Вы можете влюбиться.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Патшалӑх, халӑх ӗҫӗ ҫине пӳрне витӗр пӑхма пӑрахма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Консерваторирен те вӗренсе тухаймарӑм, ҫурма ҫулта пӑрахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыран влаҫрисем ӑна васкавлӑн суд тума, ҫӗр ҫинчи чи хӑрушӑ преступник пек персе пӑрахма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗншӗн ача ҫуратма пӑрахма чӗнетӗн?

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсӗ мӗншӗн Совет Ҫарне илессине хирӗҫ агитациленӗ, хӗрарӑмсене ача пӑрахма чӗннӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫилленнӗ хӗрарӑм ҫӳллӗ сӑрт-тӑва ишсе пӑрахма пултарать, тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чун-чӗререн пӗрле пурӑнма тытӑнма, ҫавӑн пек пӗчченшерӗн нушаланма пӑрахма сӗнесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех