Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахасшӑнччӗ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫне витре тӑхӑнтарса ураран ӳкертӗм эпӗ ӑна, ҫыхса пӑрахасшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Халӗ ҫеҫ вӑл хӑтӑшне: «Ҫухал куҫ умӗнчен, Ҫӗпӗр таркӑнӗ! Тасал! Яла лартса каймастӑп!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне хур кӳрсе пӑрахасшӑнччӗ, цирк хуҫи малалла калаҫни чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хула ҫынни укҫа парасшӑнччӗ, анчах кинемей лӗх-лӗх ҫеҫ кулчӗ: «Ҫав ҫӗрме пуҫланӑ кавӑншӑн кам укҫа илтӗр! Эпӗ ӑна пӗркун тула тухса пӑрахасшӑнччӗ, мансах кайнӑ. Ватӑлатпӑр ҫав, манӑҫ чирӗ ерчӗ…» — тесе ӑсатрӗ вӑл хӑнана.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Вӑл хӑйне ҫапла пӑтӑрмах тунӑ сунарҫа малти урипе пӗрре ҫапсах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ пулас, анчах кӑна тума унӑн вӑйӗ ҫитеймерӗ, вӑл Северьяна сӑхман аркинчен ҫаклатса илсе ҫӗре ӳкерчӗ те, касса янӑ йывӑҫ пек, ун ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ленька хӑй ҫинчи шурӑ кителе хывса та пӑрахасшӑнччӗ, анчах унӑн юлташӗсене хӑваласа ҫитсе вӗсене култарас килчӗ.

Ленька хотел уже скинуть генеральский китель, но передумал: нагонит товарищей — пусть посмеются.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ну, эпӗ ӑна ҫӑвар тулли пӗрре вӑрҫса пӑрахасшӑнччӗ, минтерпе те яра парасшӑнччӗ, анчах сасартӑк вӑй пӗтсе килчӗ те, ну, вӑй пӗтсе килчӗ те чӗтресе кайрӑм, ҫав минтер ҫинех тӗршӗнсе ӳкрӗм.

Ну, хотел я его как следует обругать, хотел даже в него подушкой кинуть, но вдруг ослаб, ослаб, понимаете, задрожал и тюкнулся на эту самую подушку.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Володя аллине ҫӗклерӗ, эрешмен те, унӑн хӗвел ҫинче йӑлтӑртатакан кӗмӗл картине те шӑлса пӑрахасшӑнччӗ, анчах ҫав ӗҫчен ӑсталанӑ илемлӗ япалана шеллерӗ, майӗпен аяккалла шуса ларчӗ, вара часах, эрешмен ҫинчен манса, хӑйӗн ӗҫне тимлесе тума пуҫларӗ.

Володя поднял руку, хотел было стряхнуть и паука и блестящую на солнце серебряную паутину, но пожалел искусное творение труженика, осторожно подвинулся в сторону и тут же забыл о пауке, углубился в свою работу.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Салтак, алӑкран кӗрсенех, ӑна кӑшкӑрса пӑрахасшӑнччӗ, анчах хӗрарӑм ача ҫуратнине ӑнланса илчӗ.

Солдат остановился в дверях и хотел прикрикнуть, но понял, что женщина рожает.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫакна, паллах, никам та ӗнентерсе пама пултараймарӗ, Анна Васильевна вара паха та йӗркеллӗ кавалер ҫуккине пула partie de рlaisir кайма та пӑрахасшӑнччӗ, анчах Увар Иванович ҫинчен аса илчӗ те хурланнипе: «Шыва путакан улӑм пӗрчинчен тытнӑ», тесе, ӑна чӗнтерме ячӗ.

Это ему никто, разумеется, доказать не мог, и Анна Васильевна, за неимением солидного кавалера, уже готова была отказаться от partie de plaisir, да вспомнила об Уваре Ивановиче и с горя послала за ним в его комнатку, говоря: «Утопающий и за соломинку хватается».

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мана 9 ҫулхи ачана колчак офицерӗ персе пӑрахасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Эпӗ, шӑлт урса кайса, револьвера туртса кӑлартӑм, ҫав йытта вырӑнтах персе пӑрахасшӑнччӗ, анчах юлташсем тытса чарчӗҫ.

Меня охватил пароксизм бешенства, я вытащил револьвер и хотел истратить одну пулю на хама, но меня обезоружили товарищи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла хӑтланса вӑл шухӑшлама пӑрахасшӑнччӗ.

Надеясь, что теперь-то он уже ни о чем не будет думать.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Испанец вут патӗнче выртнӑ чухне ӑна ҫынҫиенсем ҫавӑн пек хӗҫпе касса пӑрахасшӑнччӗ.

Одним из таких мечей они и хотели прикончить испанца, когда тот лежал у костра.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ытла та хытӑ тарӑхса кайрӑм, нимӗн те ӑнланманшӑн ҫавӑнтах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ путсӗре.

Так осерчал, что хотел его там же смерти предать.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Атте тахҫанах кӑларса пӑрахасшӑнччӗ — ирӗк памарӑм.

Папа много раз хотел все это выбросить, но я не давала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Унта тен айӑпланаканни: — Ҫапла, эпӗ ӑна персе пӑрахасшӑнччӗ, — тейӗ.

На котором обвиняемый скажет: — Да, я хотел убить его.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахасшӑнччӗ, анчах эп вӑхӑтра ярса тытса, старике: — Акӑ сирӗн пуллӑр, мучи. Ан ҫиленӗр, — терӗм.

Игорь хотел бросить рыбу на землю, но я подхватила связку и передала ее старику: — Вот, дедушка, ваша рыба. Не сердитесь.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр вӑхӑтра сывлӑх ҫав тери хавшаса кайнипе ҫырма та пӑрахасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Вӗренме те пӑрахасшӑнччӗ.

И учебу хотел бросить.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех