Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахасса (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, халӑх шанма пӑрахасса сиссе, хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е куракансем хӑвӑра хисеплеме пӑрахасса кӗтетӗр-и?!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хӗвел ана пуҫланине астусан, ӗҫе пӑрахасса кӗтмесӗрех ушкӑнран васкавлӑн уйрӑлчӗ те кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Ермолай Зиновьевич ҫырнӑ эмелтен ҫуррине туртса пӑрахасса пӗлет, ҫавӑнпа та ҫырасса та кирлинчен икӗ хут ытларах ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Пурте хан усал хыпар илсе килнӗ аскера касса пӑрахасса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫилӗпе тепӗр ҫынна темӗн туса пӑрахасса ҫитетӗн — алӑсем кӗске.

Злость сорвать на ком следует — руки коротки.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Халӑх хушшинче упӑшкисем тинех ӗҫме пӑрахасса шанакансем те пулчӗҫ пулӗ.

Наверное, среди народа были и те, кто надеялся, что мужья наконец-то перестанут пить.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫитӗннӗ ҫынна пӗрре хӑнӑхнӑ кивӗ йӑласенчен хӑтӑлма йывӑртарах пулсан та, эпӗ пурпӗрех темиҫе вӑхӑтран хамӑн кӳршӗ ехусемпе килӗштерсе пурӑнасса, вӗсен шӑлӗсемпе чӗрнисенчен сехӗрленме пӑрахасса шанатӑп.

И хотя для человека пожилого трудно отучиться от старых привычек, однако я не теряю надежды, что через некоторое время я буду способен переносить общество еху-соседей и перестану страшиться их зубов и когтей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лавров та, хӑйне водянка пӑвса пӑрахасса кӗтсе тӑмасӑр, цианистӑй калий ӗҫсе вилчӗ.

Лавров тоже отравился цианистым кали, не желая дожидаться, когда его задушит водянка.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Виличчен хӗнесе пӑрахасса кӗтетӗн-им? — ҫухӑрса илнӗ те Ли Цин-шань, тарҫа чышса кӑларса янӑ.

Ждешь, пока тебя не избили до полусмерти? — прошипел Ли Цин-шань и вытолкал батрака вон.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Валя хӑй те ӑна савасса, ман хыҫҫӑн юратса пӑрахасса, хама манасса темшӗн ӑшӑма та илмен эп.

Но чтобы Валя могла полюбить его, полюбить после меня и, значит, забыть меня — это как-то в голову не приходило.

7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тӑшман парашютистсем пӑрахасса кӗтетпӗр.

Ожидали немецких парашютистов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кондрин, каютӑна кӗҫ-вӗҫ лапчӑтса пӑрахасса кӗтнӗ пекех, йӗри-тавра хӑраса пӑхкаласа ларать.

Кондрин с таким видом озирается вокруг, словно ждет, что каютку вот-вот раздавит.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫӗнӗ хыпар килессе, вӑл пӗрремӗш ҫырура тӗрӗс мар ҫырнине сирсе пӑрахасса кӗтсе пурӑнтӑм.

— Все ждала, что придет новое известие, которое опровергнет первое.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Куратӑп, эсӗ хӑвна чиксе пӑрахасса кӗтетӗн.

— Вижу, ты перо в бок просишь?

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кам пӗлет вӑл, ҫӗр ҫӑтман, ӑҫта пӑрахасса?

Разве его, окаянного, узнаешь, куда он угодит!

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ыран-паян паралич ҫапса пӑрахасса кӗтсе пурӑнаттӑм.

Был накануне полного паралича.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл ашшӗнчен мӗн пирки те пулин ыйтас пулсан, унӑн сасси яланах салхуланнӑ: вӑл кашнинчех ашшӗ кӑшкӑрса пӑрахасса кӗтнӗ.

Когда он о чем-нибудь спрашивал отца, голос у него сразу становился угрюмым: он заранее ожидал резкого ответа.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Хӗлле вӑл хӑй ҫан-ҫурӑмне юрпа сӑтӑрать, ҫуркунне шыва кӗме пуринчен малтан тытӑнать, пӑрахасса, кӗркунне шыва хӑнӑхнӑ чи хӑюллӑ ҫынсем шыв ҫине пӑхсан ҫӳҫенсе илнӗ вӑхӑтра тин пӑрахать.

Зимой он натирается снегом, купаться начинает весною раньше всех, а кончает поздней осенью, когда самых отважных купальщиков дрожь пробирает при взгляде на воду.

Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех