Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлханнӑ (тĕпĕ: пӑлхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ӳкекенни камӑн пулнӑ-ха тата? — ыйтрӗ пӑлханнӑ сасӑпа Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Настьӑпа Ксюша та пӑлханнӑ.

Настя и Ксюша тоже волновались.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Паллах, вӑл питӗ пӑлханнӑ

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӑлханнӑ ял ҫыннисем хӑйсен пусмӑрҫисене халех тӗп тӑвасшӑн…

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Перфильев вӗсене улталама ӑс ҫитерчӗ: пӑлханнӑ хусахсене ҫураҫтарӑп терӗ, ҫавӑнпа ӑна та, юлташӗсене те каялла кайма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Правление Ванюк пӑлханнӑ чӗрепе кӗчӗ, хӑй ҫара кайса килнӗ пулсан та, аслӑ ҫынсемпе калаҫма вӑл кӑшт именерех парать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗтӗм чунтан пӑлханнӑ Урсэкие хӑй паян темӗнле тарӑн тымар янӑ ӗҫсене курнине тата хутшӑннине лайӑхах ӑнланчӗ, анчах вӗсен тӗп сӑлтавӗ уншӑн паллӑ мар пулса юлчӗ.

Взволнованный, Урсэкие понимал, что сегодня он был свидетелем и участником событий, имеющих глубокие корни, скрытые от его глаз.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Апла, забастовка тӑватпӑр-и? — ыйтрӗ тахӑшӗ пӑлханнӑ сасӑпа.

— Значит, забастовка? — спросил кто-то взволнованно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хытӑ пӑлханнӑ чух вӑл, Слакпуҫ чӑвашӗсем калаҫнӑ евӗр, ҫунат, курӑнать, тет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шкулти пур тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ тӑрса пӑлханнӑ ҫамрӑксем революциллӗ юрӑсем юрлаҫҫӗ (Пазухин хӑй вӗсене «Марсельеза», «Варшавянка», «Красное знамя» юрлама вӗрентнӗччӗ; Кӗҫтук «Марсельезӑпа» «Дубинушка» юрӑсене чӑвашла куҫарнӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Савӑннипе хыта пӑлханнӑ Кирук кӗнекене икӗ аллипе те ҫатӑрласа тытрӗ, хуплашки ҫине пысӑк саспаллисемпе ҫырнине пӑшӑлтатса вуларӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хытӑ пӑлханнӑ Кӗҫтук, хӑй сасартӑк хурланнине кӑтартас мар тесе, чӳрече умне пычӗ те садри ватӑ хурамасем ҫинелле пӑхса тӑчӗ, унтан, вӑрт! каялла ҫаврӑнса, Павлов патне чупса пычӗ, ӑна ура ҫине тӑратса ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хытӑ пӑлханнӑ чух Васильев вырӑсла-чӑвашла пуплет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кама хирӗҫ пӑлханнӑ вӗсем?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан эс хӑвӑн Ахматекӳнтан ыйтса пӗл, мӗншӗн пӑлханнӑ унти чӑвашсемпе ҫармӑссем?

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Салтаксем пӑлханнӑ.

Солдаты волнуются.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Фон-Айсберг умӗнче уҫланкӑ, — Йӗри-тавра вӑрман, ката, — Ял-йыш та… тем пирки пӑлханнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах та кӑмӑлӗ пӑлханнӑ — Чечекӗн пуҫӗ усӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех