Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлханас (тĕпĕ: пӑлхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне Завьялов халь ҫеҫ каласа панинче Симонюк хӑй курайман япалана — «тӑпӑлтатнине», Завьялов хӑйӗнчен никам та ыйтман ӗҫ тунине, ӑнланмалла мар туртӑм — пӑлханас, асапланас килекен туйӑм пуррине ҫеҫ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗншӗн пӑлханас унӑн: ҫумӗнче амӑшӗ, унсӑр пуҫне тепӗр пысӑк ҫын пур пулсан?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Манӑн мӗншӗн пӑлханас?

— Чего мне волноваться?

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Анна уншӑн нимех те мар пулсан, Цветаев ун пек пӑлханас ҫук. Анна уншӑн хаклӑ пулсан…»

«Если бы Анна ему была безразлична, Цветаев так бы не волновался. А если Анна ему дорога, то…»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пытарӑнчӑклӑн та хӗрӳллӗн хумханса пӑлханас килни палӑрса тӑчӗ пур ҫӗрте те: ҫурхи ӑнланса пӗтерме ҫукла ароматсемпе тулса ларнӑ ҫак ҫемҫе сывлӑшра та, ҫак шӑплӑхпа тӗттӗмлӗхре те, ҫак ӑшӑ пек курӑнакан ытлашши ҫутӑ ҫӑлтӑрсенче те; амалӑх ҫунавӗпе тирпейсӗртерех хӗрӳлӗх сисӗнчӗ тӑпрара та, ӳсентӑрансенче те, йывӑҫсенче те — пӗтӗм тӗнчере.

И в этом мягком воздухе, полном странных весенних ароматов, в этой тишине, темноте, в этих преувеличенно ярких и точно теплых звездах — чувствовалось тайное и страстное брожение, угадывалась жажда материнства и расточительное сладострастие земли, растений, деревьев — целого мира.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ, ытлашши пӑлханас мар тесе, мӗн те пулин пуласран, кӑларса ярсан-тусан хӑвӑртрах тухса кайма майлӑрах пултӑр тесе, хамӑн япаласене хатӗрлесе, ҫыхса хутӑм.

Стараясь не очень волноваться, я на всякий случай уложил свои вещи, чтобы сразу уйти, если меня исключат.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мересьев ҫак самӑр, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалакан, нихҫан пӑлханас ҫук пек лӑпкӑн ларакан ҫын ҫине, унӑн типтерлӗ кителӗн ҫухавийӗ айӗнчи шурӑ ҫухави ҫине, тикӗссӗн каснӑ илемсӗр чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллисем ҫине ҫав тери кураймасӑр пӑхса илчӗ.

Мересьев с ненавистью посмотрел на этого сытого, самодовольного человека, такого самоуверенного, спокойного, вежливого, на чистенький подворотничок его аккуратного кителя, на его волосатые руки с тщательно подстриженными большими и некрасивыми ногтями.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех