Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлхавпа (тĕпĕ: пӑлхав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мужиксем ирӗкшӗн пӑлханма пуҫласан, асли пӑлхава хутшӑннӑ: атте те пӑлхавпа ҫыхланнӑ пулнӑ — ирӗксӗрлесе ҫӗрулми ҫитерме тытӑнсан, вӑл ҫӗрулми ҫиме килӗшмен: ӑна ҫаптарасшӑн пулнӑ, анчах вӑл пытанас тесе тарнӑ та пӑр айне анса кайнӑ, путнӑ.

Старший в бунт ввязался, когда мужики волей смутились; отец — тоже причастный бунту с картошкой не соглашался, когда картошку силком заставляли есть; его хотели пороть, а он побежал прятаться, провалился под лёд, утонул.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫавӑнпа та халь Дона хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавпа пӑлхавҫӑсенчен тасатасси чи кирлӗ задача пулса тӑрать.

Важнейшей задачей поэтому является сейчас очищение Дона от мятежа и мятежников.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».

25. Тогда царь написал в ответ Рафиму, описателю происшествий, и Веелтефму и Самеллию писцу и прочим, согласившимся с ними, и обитающим в Самарии и Сирии и Финикии, следующее: 26. прочитал я письмо, которое вы прислали ко мне, и приказал рассмотреть; и найдено, что этот город издавна восстает против царей, 27. и люди сии поднимают в нем мятежи и войны, и были цари в Иерусалиме сильные и могущественные, владевшие и собиравшие дань с Келе-Сирии и Финикии. 28. Итак теперь я приказал воспретить этим людям строить сей город, и наблюдать, чтобы ничего более не делалось 29. и чтобы не имели дальнейшего успеха злонамеренные предприятия к беспокойству царей.

2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех