Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, савӑнӑҫ нумайлӑха пытӑр!

Пусть радость встречи продлится подольше!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятман ҫапла хулхушшинчен ҫирӗп тытса пытӑр, калаҫтӑр, утнӑҫемӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна хальхи пек ӑшшӑн куҫран пӑхтӑр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, Леонтий Петрович, сывӑ пул, лайӑх пурӑнӑр, колхозӑр ҫултан-ҫул тӗрекленсе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗҫрен кӑларнӑ конюха кам пытӑр ӗнтӗ халь? — кулма пӑхрӗ Сехре, анчах кулӑ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пысӑк инкек пуличчен пӗчӗк инкек пулсах пытӑр теҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахӑртнех, информаци тинӗсӗн хумӗсем тӑрӑх «Шкул карапӗ» хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевӗсене ӑнӑҫуллӑ пурнӑҫласа пытӑр тенӗ ӗнтӗ.

По-видимому, хотели, чтобы «Школьный корабль» успешно выполнял поставленные перед ним задачи идя по волнам информационного моря.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Кун-ҫулу вӑрӑм пултӑр, ҫутӑ ӗмӗтӳ ҫитсе пытӑр, ӑраскалу ӗмӗре тӑсӑлтӑр!

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Пӗр каҫа кӑна пытӑр ман юратӑвӑм, анчах чӗре ҫулӑмпа ялкӑштӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрата илме пытӑр ҫеҫ Пикпулат!

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крыма ҫитиччен ҫав лашана хулӑпа ҫаптарса пытӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвӑр ҫӗршывӑрах каяс тетӗр пулсан, телей сунатӑп, ӑнса пытӑр нумай енлӗ талантӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Атте каларӗ, суйласа аппаланмасан та юрӗ: кам пырас тет — ҫав пытӑр, терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн аслӑ ханлӑхра сан пек паттӑрсем йышлансах пыччӑр, пирӗн патшалӑхӑн чапӗ тӑшмансене хурлантарса кунран-кун ӳссе пытӑр

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫӗр ҫинче ик ҫӗр ҫул пурӑнтӑр, унӑн чапӗ ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр!

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑйсен хыҫӗнчи туйралӑха пытӑр, — терӗ вӑл купӑсҫа тав тунӑ евӗр чавсаран чӗпӗтсе.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бехмет сунатӑп сана, пурнӑҫ ҫу пек юхса пытӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫӗсем ӑнса пыччӑр, Хусан патшалӑхӗн чапӗпе мухтавӗ те ӳснӗҫем ӳссе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыран ирех пытӑр ман пата ывӑлу, хӑйӗнпе калаҫса татӑлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пытӑр ара, унӑнне те аяк пӗрчисене хуҫса яратӑп, — кулчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак Элентей кӗрсе калӗ, арӑму апат-ҫимӗҫ ытларах илсе пытӑр, мӗншӗн тесен сан унтан час таврӑнасси пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех