Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫӗршывӑмӑрӑн вӑйӗ, пуянлӑхӗ – тӗрлӗ халӑхра, пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫӗршывӑмӑрӑн аталанӑвӗ кирлӗ пек шайра вӑй илсе пытӑр тесе тӑрӑшса ӗҫленинче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячӗпе хисепленсе тӑракан Мемориаллӑ комплексӗ вӑй илсе аталанса пытӑр тесе Чӑваш Республикин Правительстви май пур таран тӗрлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

— Ҫапах та ывӑлна илсе ан кай, вӑл пирӗнпе пытӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ывӑлу пытӑр, тепринче мӑнукна илетӗн.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пинеҫ лайӑх пӗлет, ун унӑшкин, Иштерекӗн, юратнӑ сӑмахӗ те пур: пӗчӗк инкек пулсах пытӑр, пысӑк инкек айккипе ирттӗр.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп Иливана каласа хурӑп унта, ман лашасене пурне те илсе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурнӑҫу ӑнса пытӑр Касимовра.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫӳ ӑнса пытӑр сапӑн, Михайло Иванович.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн ячӗ ӗмӗрсем тӑршшӗпе чаплӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ ялан вӑйланса, тӗрекленсе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халӑх ҫав мечӗте ҫӳресе Утямӑш ятне халех хӑнӑхса пытӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Гирейсен йышӗ хутшӑнсах пытӑр! — кӑшкӑрашрӗҫ пуҫтарӑннӑ хӑнасем.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан тив, унта та кӗрешӳ пытӑр, анчах ҫав кӗрешӳ ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Кам качча пытӑр мана?

Кто за меня пойдет?

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Юрӗ, эппин, пытӑр, — килӗшрӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах кӗрӳ, — эпӗ ӗнтӗ, — хӑй ан пытӑр, Эрнепипе вӑл ҫӗрле ҫывӑрма выртсан паллашӗ терӗ тет.

Но я не должен был в этом участвовать, я с Эрнеби должен был познакомиться только ночью, в постели.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗ пӗччен ӑҫтан пур ӗҫе те ӗлкӗрсе пытӑр?

а одному старику со всем хозяйством не управиться.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Атте сана… мӗне… ҫӑва ҫине пытӑр терӗ, — пӗлтерчӗ ача хуллен.

— Отец… тебе… на кладбище велел прийти, — тихо выговорил мальчишка.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йыш та вӗсен хушӑнсах пытӑр.

Пусть их ряды растут.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗллехи шартлама сивӗсенче кашни киле ӑшӑ пытӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Унчченхи пек уҫҫӑнах хирӗҫ калаҫиччен, ан тив, чӗнмесӗр пытӑр.

Пусть уж лучше молчит, нежели как раньше, бывало, перечил.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех