Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳречене хупса Роза патне чупса пытӑм.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Эпӗ ун ҫывӑхне пытӑм.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ирхине, киле килме тапрансан, тытма пытӑм та, пирӗн лаша ҫав вырӑнтах ҫӳрет, сирӗн ҫук.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтан политучилищӗрен вӗренсе тухрӑм, ҫарти пӗр чаҫре комсомол организацине ертсе пытӑм.
Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӗр ҫинчи ӗҫсем ҫинчен калас пулсан, аллах курать, эп вӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа та таса чунпа туса пытӑм.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Ку тӑмана кӑшкӑрни ырра марах пуль тесе ҫул тӑршшӗпех шикленсе пытӑм.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Эпӗ те аптраса тӑмарӑм, пытӑм та алла тӑсса патӑм:
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Ирхине иккӗмӗш хут ҫаврӑнсан, жнейкӑна тӑратсах Санюк патне пытӑм, ал патӑм.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Эпӗ, лаша ҫӑл кукринчен пӑрӑнса кайичченех, урапа хыҫӗнчен пытӑм.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ ӑна пулӑшма пытӑм.
Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Юрӑ чарӑнсан, эпӗ пӗр хӗрачана суйларӑм та, картаран тухса, шкул картлашки патне пытӑм.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ, виҫӗ пӳрнене чӑмӑртаса, иккӗшне хутлатса, алла ҫамка ҫине илсе пытӑм, ун хыҫҫӑн тӳрех сылтӑм хулпусҫи ҫине султӑм.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, эпӗ лаҫҫа кӗрсе татӑк ҫӑкӑр ҫине тӑвар сапрӑм, лашана парас тесе, вите патне пытӑм.
Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ пытӑм, Ҫтаппан пиччепе тимӗрҫӗ утта сирсе тухрӗҫ, тӗмсем хушшинелле тӑчӗҫ Эпӗ вӗсене стражниксен паянхи хатӗрленӗвӗ ҫинчен, Касак Ваҫҫи ыраш пуссинче тем шыраса ҫӳрени ҫинчен каласа патӑм.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫӑл патнелле пытӑм.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл хапха уҫса ярсанах, эпӗ, йӳҫӗ шӑршӑ саракан эрӗмутипе алкум шӑлаканскер, ӗҫе пӑрахсах, ун патне чупса пытӑм.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тӳрех Ҫтаппан патне пытӑм, чӳречерен шӑкӑртаттартӑм.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ура салтса, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе, кармашкаласа, пӗр чечекне татрӑм-татрӑмах, вара хамӑр урапа патне пытӑм.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ ун патне чупса пытӑм.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ атте хыҫҫӑн пытӑм.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.