Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытармӑпӑр (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Уҫӑ кӑмӑлшӑн — уҫӑ кӑмӑл, мӗнех… пытармӑпӑр, — терӗ Давенант.

— Откровенность за откровенность, — сказал Давенант.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пытармӑпӑр, Афганистан вӑрҫи пирки уҫҫӑн калаҫасси йӑлана кӗмен пирӗн, ҫавӑнпа вун-вун ҫул ку трагеди уйрӑм ҫыннӑн, уйрӑм ҫемьен пек кӑна пулса пынӑ.

Не будем скрывать, открыто говорить про войну Афганистана не вошло у нас в традицию, поэтому десятки лет это шло как трагедия отдельного человека, отдельной семьи.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Пытармӑпӑр: ачасем унӑн анлӑшӗнче вӑрах ларма хӑнӑхнинче ашшӗ-амӑшӗн те айӑпӗ пур: вӗсене хаклӑ телефон, айфон, планшет, ноутбук ют кукка туянса памасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Пирӗн тӗлпулу, Андрей Юрьевич, сире хӑвӑра пырса тивекен ырӑ сӑлтавпа та ҫыхӑннине пытармӑпӑр: илемлӗ ҫу уйӑхӗнче эсир тӗнчене килнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех