Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытармарӗҫ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗринпе курса калаҫма тӳр килнишӗн савӑнӑҫне пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Пурте хӑйсен телейӗ пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, каҫарма пӗлнинче пулнине пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Парада хутшӑнакансем ҫак мероприяти савӑнӑҫпа мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратнине пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Парад мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/parad-manacl ... me-curatat

Кӑлкан чечекӗ пек шурӑ ҫӳҫлӗ, ҫӗнтерӳ хӑватне пуринчен аван туякан ватӑсем хисепе тивӗҫнине пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Савӑннине пытармарӗҫ упӑшкипе арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗсем иккӗшӗ туслашрӗҫ, пӗр-пӗринчен нимӗн те пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ку таранччен пирӗн чӗрӗ ӗҫе тӳррӗнех кансӗрлесе пычӗҫ — чиновниксем, бюрократсем, — тӑнсӑр ҫынсем, — анчах вӗсем хӑйсем курайманнине пытармарӗҫ, уҫҫӑнах пире хирӗҫ пычӗҫ.

До сих пор живому делу мешали впрямую — мешали чиновники, бюрократы, тупицы, но они не прятали своей ненависти и действовали открыто.

68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӗсен сӑнӗсем ӗшенчӗклӗ, анчах шухӑшӗсем хаваслӑ пулчӗҫ, ӗҫӗсем ҫинчен сӑмахланӑ чух ку ҫынсем хӑйсем пирки кӑмӑлсӑр пулнине пытармарӗҫ.

Лица были утомлены, но мысли бодры, и, говоря о своем деле, люди не скрывали недовольства собой.

XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Пӑхӑр-ха, пирӗн ҫуртра та халӗ матроссем пур, — савӑнӑҫне пытармарӗҫ Петруҫпа Таиҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Миҫе хут кӑна пытармарӗҫ пуль ӗнтӗ ӑна, вӑл татах чӗрӗле-чӗрӗле тӑчӗ…

— Столько раз уж его хоронили, а он опять воскресал…

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗнчери чӑвашсен юратӑвне ҫӗнсе илнӗ тава тивӗҫлӗ артистсем Н.Яковлева, Л.Федорова, Н.Григорьева та акӑ хумханнине пытармарӗҫ.

Заслуженные артисты Н. Яковлева, Л. Федорова, Н. Григорьева, завоевавшие мировую любовь чувашей, не скрыли волнения.

Хусанта та аншлаг // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/khu ... ta-anshlag

Никоновсем аслӑ та ҫутӑ фермӑна хапӑлласах кӑтартрӗҫ - ӗмӗт пурнӑҫланнишӗн савӑннине пытармарӗҫ.

Никоновы с удовольствием показали просторную и светлую ферму - не прятали радость от осуществления мечты.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех