Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытариччен (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне пытариччен вырттӑр ӗнтӗ ҫакӑнта мӗскӗн!

Пусть полежит здесь в ожидании своих похорон, бедняжка!

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пытариччен те, пытарсан та эпӗ йӗме чарӑнмарӑм, хуйхӑллӑ ҫӳрерӗм, анчах ҫак хуйха аса илме намӑс мана, мӗншӗн тесен ун ҫумне яланах хама хам ытти ҫынсенчен мала хурассин темле туйӑмӗ хутшӑнчӗ: е манӑн кӑмӑл ыттисеннинчен ытларах хуҫӑлнӑ пек кӑтартасшӑн пултӑм, е хам ҫинчен ҫынсем мӗн шутласси пирки пӑшӑрхантӑм, е пӗр тӗллевсӗр Мими калпакӗ ҫине, ҫынсен пичӗсем ҫине сӑнавлӑн пӑхкаларӑм.

Прежде и после погребения я не переставал плакать и был грустен, но мне совестно вспомнить эту грусть, потому что к ней всегда примешивалось какое-нибудь самолюбивое чувство: то желание показать, что я огорчен больше всех, то заботы о действии, которое я произвожу на других, то бесцельное любопытство, которое заставляло делать наблюдения над чепцом Мими и лицами присутствующих.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла майпа Казондепе Ибн Хамис караванӗ килнӗренпе пилӗк кун иртрӗ: Муани-Лунгӑна пытариччен икӗ кун, ун хыҫҫӑн виҫӗ кун.

Так прошли пять дней после прибытия в Казонде каравана Ибн-Хамиса: два дня до похорон Муани-Лунга и три дня после них.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсем вилнӗ ҫынсене пытариччен хуракан ҫурта кӗчӗҫ.

Они вошли в мертвецкую.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫывӑрасчӗ халӗ… пытариччен е панихида тӑвиччен выртса канасчӗ».

Поспать бы теперь… покеда там похороны или панихида, прилечь бы».

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.

14. И назначат людей, которые постоянно обходили бы землю и с помощью прохожих погребали бы оставшихся на поверхности земли, для очищения ее; по прошествии семи месяцев они начнут делать поиски; 15. и когда кто из обходящих землю увидит кость человеческую, то поставит возле нее знак, доколе погребатели не похоронят ее в долине полчища Гогова.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех