Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытанни (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вара ҫак сӑнсем хӑйӗнчен йӑлтах пытанни, ҫапӑҫу хирне кӗрсессӗн вӗсенчен уйрӑлма тӳр килни, тин ҫӗкленнӗ ылтӑн хӗвеле юлашки хут курнӑ чухне хӑй ҫирӗме ҫеҫ пусни ҫинчен чӗрене ҫӳҫентермелле каласа парать.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ӑна пӗр ҫынран пытанни йӗркеллех маррӑн туйӑнать; лешӗ мӗнле тӗллевпе килни — пур пӗрех.

Ему казалось недостойным прятаться от одного человека, с какой бы целью тот ни приближался к нему.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чи лайӑххи вӑл, паллах, шыв хӗррине кайса, вӑхӑтлӑха ав леш хӑмӑшсем хушшине кӗрсе пытанни.

Самое верное, конечно, спрятаться пока в прибрежных камышах.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫук, кунтан хӑтӑлса тухма ҫук, пытанни те усӑсӑр, тӑшмана хирӗҫ кӑкӑрпа тӑрас пулать.

Нет, тут разминуться негде, прятаться бессмысленно, надо стоять грудью вперед.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Артистсем пытанни аван-ха, анчах театр хуралсӑр юлать, нимӗҫсем тухса каяс умӗн сирпӗнтерме пултараҫҫӗ.

— Это хорошо, что артисты укроются, но театр-то останется без охраны, и немцы в последний момент театр взорвут.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

3. Анчах та фараон вӑйӗ сире намӑс кӳрекенни пулӗ, Египет хӳтлӗхне пытанни вара — чӗр мӑшкӑл; 4. мӗншӗн тесессӗн унӑн улпучӗсем Цоанра ӗнтӗ, элчисем те Ханес патнех ҫитнӗ.

3. Но сила фараона будет для вас стыдом, и убежище под тенью Египта - бесчестием; 4. потому что князья его уже в Цоане, и послы его дошли до Ханеса.

Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех