Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырӗччӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне васкаса тухса кайман пулсан, Ваҫли мана ӑсатма пырӗччӗ те, Якур нихҫан та вӑрлаймӗччӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр утма хатӗрччӗ Лида ҫапла Ревлен Петровичпа юнашар, хушӑран хушӑ хӑй сисиччен ун ҫине пӑхса пырӗччӗ, ҫук ҫав, ҫул кӗскелчӗ, вӗсем кӳлӗ хӗррине ҫитсе тухрӗҫ те ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Кунтан та пырӗччӗ те-ха мана, юрӗ, эппин, малах тухам.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Кунта сутӑнчӑк ӗҫ пулмасан пырӗччӗ, — пӑлханчӑклӑн каларӗ виҫҫӗмӗшӗ.

— Как бы тут не было предательства, — тревожно сказал третий.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Суеҫҫӗне ӗненмесен те пырӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайран хура ҫӑкӑр та пырӗччӗ — кӗсйи тӗпе яп-яка.

Потом бы и черный хлебушек сошел за милую душу, да и его купить не на что.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакана кӑшт вӑтамрах пулсан та пырӗччӗ ӗнтӗ, ҫук, йӑлтах панӑ ӑна: ӑс та, сӑн та, телей те.

все при ней: и ум, и внешность, и сноровка… Пожалуй, природа отдала ей даже последнее,

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вушар кӑмӑллӑ ҫын пулсан е вӑрттӑн вӗчӗрхенсе ҫӳресен татахчӗ ӗнтӗ, каласан та пырӗччӗ темелле.

Был бы он душой сквалыга или еще какой проходимец, а то ведь мухи не обидит!

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Юлташла ӑшӑ сӑмах каласан та пырӗччӗ, вӑрҫакансем ахаль те нумай.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр-ик эрнелӗх те пулин килсе пулӑшас пулсан — театр репертуарӗ вӑйланса пырӗччӗ

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӑмартине хамӑр халӑх ҫиес пулсан, пырӗччӗ хуть: нимӗҫсем патне яраҫҫӗ, хамӑр валли вара тип пулӑ кӑна юлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем яланах унта тӑрас пулсан пырӗччӗ, вӗсем паян килсе ҫитеҫҫӗ те, калаҫкаланӑ хыҫҫӑн тата малалла каяҫҫӗ.

Да кабы они тут постоянно стояли, а то нынче приехали, поговорили — и дальше.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗлле ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ: Гришка йӑнӑшпа чан ҫапрӑм, тесе чӑнласах суять, вӑл ӑна юри ашкӑнса хӑтланнӑ, ӳкӗнме хушни уншӑн питех сахал, ӑна ыттисем апла ан хӑтланччӑр тесе, тӗрмене лартмаллаччӗ, мӗншӗн тесен ҫынна пытарма илсе кайнине тур амӑшпе пынинчен уйӑрайман пулсан, татах пырӗччӗ, анчах турӑшӑн ҫавнашкал ирсӗр ҫӗлен-калтана таса турӑш вырӑнне хурса аташни — вӑл ӗнте вилӗм ҫылӑхӗ пулать, тетчӗҫ.

Многие же богомольцы говорили, что Гришка врет, будто бы зазвонил по ошибке, а сделал это нарочно, из озорства. Мало ему покаяния, а надо бы для примера засадить в тюрьму, потому что похороны за крестный ход принять — это еще куда ни шло, но чтобы этакую богомерзкую скотину с пресвятой иконой спутать — это уже смертный грех!

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл уҫӑ сӑнпа ишет, хальтерех кӑна вилӗмпе сехӗрлентернӗ шыва шанчӑклӑн авӑса-авӑса хыҫа хӑварать; ҫак самантра унӑн чунсен тытӑҫӑвне ыткӑнас, нумай вӑхӑтлӑх ҫул ҫӳреве тухса каяс шухӑш-тӗллевне чарма вӑй ҫитерекен чикӗ ҫук, унта унӑн ҫамрӑк чӗринче влаҫ тимӗрӗ ӳссе-ҫирӗпленсе пырӗччӗ, сӑмахӗ вара иккӗленӳсӗр, ҫирӗп юрӑпа — тимлӗхпе вун-вун хут вӑйланнӑскерпе — янӑрӗччӗ.

Он плыл с ясным лицом, уверенно отгребая воду, грозившую не так давно смертью, и не было в этот момент предела силе его желания кинуться в битву душ, в продолжительные скитания, где с каждым часом и днем росло бы в его молодом сердце железо власти, а слово звучало непоколебимой песнью, с силой, удесятеренной вниманием.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫунса кайман пулсан пырӗччӗ, этем ҫапах та.

Если бы не сгорела, вышла бы, человек все-таки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫийӗттӗм, ӗҫӗттӗм те ҫӑвара шӑлӑттӑм, ӗҫ вӑл хӑй мӑйӗпенех пырӗччӗ.

Покушал, выпил и рот вытер, а дело-делом, как полагается.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Миргородри суд, яланхи пекех икӗ питлӗ пулса, ҫак ӗҫсемпе вӑрттӑн килӗшнӗ, ҫавӑн пек килӗшӳ пулман пулсан, сысна ниепле те хут вӑрлама кӗме пултарайман: мӗншӗн тесен, Миргородри повет сучӗн хурал-тарҫӑ тавраш та ҫителӗклӗ, ку тӗлӗшрен приёмнӑйра ялан тӑракан пӗр салтак ҫине кӑтартсан та пырӗччӗ, ҫав салтакӑн, хӑй хӑрах куҫлӑ та хӑрах алли кӑшт чӑлах пулин те, сыснана чукмарпа хӳтерсе ямалӑх вӑйӗ пурах.

Но оный миргородский суд, с свойственным ему лицеприятием, тайное своей особы соглашение изъявил; без какового соглашения оная свинья никоим бы образом не могла быть допущенною к утащению бумаги: ибо миргородский поветовый суд в прислуге весьма снабжен, для сего довольно уже назвать одного солдата, во всякое время в приемной пребывающего, который хотя имеет один кривой глаз и несколько поврежденную руку, но, чтобы выгнать свинью и ударить ее дубиною, имеет весьма соразмерные способности.

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Эпӗ сана уҫҫӑнах калатӑп: отряда салатса яни сана хӑв пӗтесси патне илсе пырӗччӗ.

Я откровенно тебе говорю: расформирование отряда означало бы и твой полный крах.

16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах вӑт аллине — ҫур пӑт та таять-тӗр вӑл! — Маринка хулпуҫҫийӗ ҫине хумасан та пырӗччӗ ӑна…

Только лапу-то свою — в ней небось добрых полпуда — совсем не обязательно Маринке на плечо класть…

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫавскер пулӑшнипе ӗнтӗ Альбина Альбертовнӑн пуҫлӑхпа кирлӗ сӑмах тупӑннӑ: черчен сывлӑхлӑ Мариночкӑна кашни кунах тӑххӑртан пуҫласа улттӑччен ӗҫре пӑнчӑхса ларма йывӑр, ара, эрнере хӑть пӗр кун та пулин ӗҫӗнчи ӗҫӗпех килте айкашни ӑна пит усса пырӗччӗ.

С помощью этого знакомого Альбина Альбертовна сумела внушить шефу, что при хрупком здоровье Мариночки ей трудно высиживать на службе каждый день от и до и что хорошо бы, хоть раз в неделю, ей разрешалось работать дома.

13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех