Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑсемшӗн кунашкал вилӗм телей вырӑнне шутланнӑ, ҫамрӑккисем вара, хӑйсем ҫавнашкал «ырӑ» ӗҫ тунӑшӑн, леш тӗнчене кайнӑ ватӑ вӗсене ӳлӗмрен пулӑшса пырӗ тесе ӗненнӗ».

Молодые члены семьи, проводив таким почетным образом «на тот свет» родича, надеялись, что за это доброе дело умерший родственник будет оказывать им помощь и поддержку.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас, ҫав пуянлӑхпа ытти халӑх вулаканӗсемпе тӗпчевҫисене паллаштарас тӗллевпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 40 томран тӑракан фольклор пуххине хатӗрлеме тытӑнчӗ — вӑл харӑсах икӗ чӗлхепе тухса пырӗ.

Преследуя цель сохранить и приумножить их интерес к духовной культуре этноса, а также расширить читательскую и исследовательскую аудиторию за счет иноязычных соотечественников, Чувашский государственный институт гуманитарных наук приступил к изданию свода фольклора в 40 томах на двух языках.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Кашни халӑхӑн прогрессивлӑ традицийӗсене ырласа, мӗн пур совет ҫыннисене ҫав традицисемпе паллаштарса пырса, Коммунистсен партийӗ мӗн пур халӑхсемшӗн пер пек, ҫӗнӗ традицисене — коммунизм тӑвакансен революциллӗ традицийӗсене пур майсемпе те аталантарса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пултарулӑх ӳссе пырӗ.

Творческие способности возрастут.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сасси пырӗ тӗпӗнчен аран чӗтренсе тухрӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Шакла пуҫлӑ пассажир — пырӗ типе пуҫланӑран — шыв ӗҫсе тутине ҫулласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫак самантра Поросенков хӳмерен ҫакӑнса тӑнӑ чух хӑйне сӑмсинчен ура кӗллипе тӑхӑнтартса янӑ дружинник унӑн пиншакӗн шал енчи кӗсйинчен эрех кӗленчин пырӗ курӑнса тӑнине асӑрхарӗ те, ӑна пӗррех туртса кӑларса сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Тачка ҫӑкӑр лекрӗ — пырӗ пӗррелӗхе, япӑх тумтир лекрӗ — юрӗ, ӗмӗрлӗх мар…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Хам та: «Мана, старике, простыньсӗр та пырӗ», — тесе шутларӑм пулмалла ҫав…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Волков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кашни эрнере митингсене тухсан арестленисен, патак ҫинисен йышӗ кӑна хушӑнса пырӗ, штабсем ӗҫлейми пулӗҫ, ҫитес суйлавсене хатӗрленес тӗлӗшпе чӑрмавсем тухса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Вӗсен ырӑ пилӗ ачисен ҫулне уҫсах пырӗ, малтан-мала кайма вӑй-хал хушӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

— Пырасса пырӗ, анчах Пруткинпа Лашманова курӗ те тӳрех тем шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пырӗ тетӗп вӑл ман пата.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шур чул кӑштах хатӗрлерӗм-ха, тепӗр лав пек илсе килсен, ҫите те пырӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Парӑмсем пӗчӗк мар пулин те, вӗсене вӑл татса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Манпа кам пырӗ вара?

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ку эрнере юратнӑ ҫынпа хутшӑну питӗ аван йӗркеленсе пырӗ, сирӗн кирек мӗнле ыйтӑва та тивӗҫтерӗҫ.

Отношения с любимым человеком на этой неделе будут складываться максимально гармонично, любой ваш каприз будет выполнен.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӑла-йӗрке, культура та ламран-лама куҫса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Турӑ сире, тӑлӑхсене, манмӗ, чиперех пулӑшса пырӗ».

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех