Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырсан (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырсан, сывлӑх та ҫирӗп пулӗ, пуласлӑхра ҫитӗнӳсем тума та аван, йывӑрлӑха парӑнтарма та меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

…Хӗлле Шупашкара пырсан Петр Васильевич кӗрекере калаҫса ларнӑ чух арӑмӗпе хӗрне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех тиркемен иккен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ялне килсе Таранов чи малтан Сулагаевпа тӗл пулма васканӑ, лешӗ вара Шупашкара пырсан Таранов патне кӗрсе тухмасӑр нихҫан та яла таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑҫал хӗлле Шупашкара пырсан Петр Васильевич ман пата кӗрсе тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ун пек-кун пек пӑтӑрмах пирки нимех те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та Илья Семенович ҫӑварне шыв сыпсах пурӑнмастчӗ-ха — хӑйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тӗрлӗ ҫитменлӗх ҫинчен сӑмах пуҫармасӑр тӳсейместчӗ: пурӑнан пурнӑҫра тепӗр чух усалли ыррине ҫӗнтерсе пынине кура чӗри ыратмаллипех ыратнӑ ӗнтӗ тӳрӗ чунлӑ ӗҫчен ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Хӑйне курса ларакансӑр вылякан актер вӑл — ҫул тарӑх чупакан самолет, пурте йӗркеллех пулни те, вӑл автомобиль пек ҫӗр ҫийӗн чупать. Куракансем театра пырсан вара — актерӑн ҫунатсем ҫитӗнеҫҫӗ те — ҫав самолет сывлӑша вӗҫсе ҫӗкленет!» — тенӗ А. Д. Попов.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла вӗрентсе пырсан тин вӗсем малашне профессилле искусствӑна пуянлатма пулӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫывӑхарах пырсан палласа илтӗм ӑна: Анфиса Ксенофонтовна.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ыран культура пайне пырсан пурне те ӑнланатӑр, — хӗрарӑма сиввӗн пӳлчӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Эсир пулӑшса пырсан чиперех ӗҫлӗп-ха, эп ӳркенекен ҫын мар, — сӑнне илемлӗн ҫутӑлтарса йӑл-йӑл кулкаларӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кун пек энергоцентӑра 2024 ҫулта Канаш хулинче те хута яма плана кӗртнӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса пырсан ытти муниципаллӑ округсенче те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Эпир ҫапла пурте патька-патшана ҫирӗп шанса, пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан, пире никам та ҫӗнеймӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Шупашкарта ҫар нумай, Вӑл кансӗрлет пӗрех май; Хусан хули хӑямат, Унта тискер касамат, — Патне пыма юрамасть, Пырсан пуҫу сыв юлмасть.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майра патша патшалӑхне пӗлесшӗн Ҫта пырсан та савӑнӑҫа кӳресшӗн: Юрлаттарать, ташлаттарать умӗнче, — Урӑх уншӑн ҫук та пекех ҫут тӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑран кӳмми урапи Лӑнкки-ланкки авӑнать; Урхамаха Унерпи Пырсан пырсан ывӑтать…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗлетӗр-и эсир ҫакнашкал тупмалли юмах: хӑй йывӑҫ ҫӳллӗш, анчах патне пырсан та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Паҫук савӑнса кайрӗ: ӗҫ каплах пырсан, ирхи апата пулӑ яшки пулать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сӑра-эрех хӑвачӗ пуҫ патне пырсан, Липа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Пырсан апат ҫитермесӗр кӑларса ямасть.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех