Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыраканпа (тĕпĕ: пыракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дозорнӑйран ҫак ӗҫ — уставщик патне, уставщикрен — пӗве ӑсти патне, пӗве ӑстинчен надзиратель патне куҫнӑ; надзиратель кунӑн кӗрӗшсе ӗҫлекенсен ӗҫне ҫырса пыраканпа калаҫса пӑхнӑ, юлашкинчен, Прошка ӑшӑ ҫӗре, машина корпусне лекнӗ, кунта унпа пӗрле тепӗр икӗ ача ӗҫленӗ, вӗсем шурӑ пиртен ҫӗленӗ кипке тӑхӑнса янӑ, хӑйсем ворваньпе, машина ҫӑвӗпе вараланса пӗтнӗ.

От дозорного дело перешло к уставщику, от уставщика к плотинному, от плотинного к надзирателю; надзиратель посоветовался с записчиком поденных работ, и в конце концов Прошка очутился в теплом машинном корпусе с двумя другими мальчиками, одетыми в белые холщовые блузы, замазанные ворванью и машинным салом.

VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑнлантӑм: тӗттӗмре эпӗ лайӑх пӗлекен ҫулпа е ҫул кӑтартса пыраканпа ҫеҫ ҫӳреме пултаратӑп.

И понял, что в темноте я могу ходить только по хорошо знакомому маршруту или с провожатым.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫул кӑтартса пыраканпа мӗн калаҫнине вӑл Гленарвана куҫарса пачӗ.

Он передал Гленарвану содержание своего разговора с проводником.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫук, вӗсене тачанка пар, ахаль тачанка мар, хӗрлӗ хӑмачпа, чечексемпе, йывӑҫ турачӗсемпе илемлетнӗ пултӑр, малта, лашасене тытса пыраканпа юнашар, колхоз ялавӗ вӗлкӗштӗр, картузӗ ҫине чечек ҫыххи тирнӗ купӑс ӑсти лартӑр, тачанкӑсем хыҫӗнчен ҫавӑн пекех капӑр линейкӑсем ҫӗр ҫӗмӗрсе пыччӑр, лаша ҫилхисене хӗрлӗ хӑю ҫивӗтленӗ пултӑр.

Нет, им подавай тачанки, и не просто тачанки, а чтобы были они обвиты красным полотном, украшены цветами и ветками, а в передке, рядом с кучером, чтобы непременно трепетало знамя колхоза и сидел гармонист с букетом на картузе; а за тачанками чтобы мчались так же нарядные линейки да чтобы в гривах лошадей были заплетены кумачовые лоскутки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

11. Анчах та ҫӗрпӳ Павел сӑмахӗнчен ытларах карап хӳрине тытса пыраканпа карап пуҫлӑхне шанчӗ.

11. Но сотник более доверял кормчему и начальнику корабля, нежели словам Павла.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн чухне Рим халӑхӗн чапӗ Иуда хӑлхине те ҫитнӗ: Иуда вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх, хӑйсем патне пыракансене вӗсем пурне те хапӑл йышӑнаҫҫӗ, кам пыраканпа пуринпе те туслӑ тӑма килӗшӳ тӑваҫҫӗ тенине илтнӗ.

1. Иуда услышал о славе Римлян, что они могущественны и сильны и благосклонно принимают всех, обращающихся к ним, и кто ни приходил к ним, со всеми заключали они дружбу.

1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех