Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчен уяв концертне 5 пултарулӑх ушкӑнӗ – Ҫӳлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Паланпа» ачасен «Калинушка», Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурӑмпуҫ», Малти Ункӑпуҫӗнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан «Ункӑ шевлисем», Шарпашри Татьяна Языкова ертсе пыракан «Мерчен» хутшӑнчӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов тата район пуҫлӑхӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн Кив Атикасси ял тӑрӑхӗнче пулчӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкӑн - Ачкасси ял тӑрӑхӗнче.
Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
3) ӑна поселенин представительлӗ органӗ хӑйӗн йышӗнчен суйланӑ чухне унӑн председателӗн полномочийӗсене татса паракан сасӑ правипе пурнӑҫлать е поселенин вырӑнти администрацине ертсе пырать. Поселенин представительлӗ органӗн депутатне поселенин вырӑнти администрацине ертсе пыракан пуҫлӑхне суйланӑ чухне унӑн полномочийӗсем вӗҫленеҫҫӗ. Поселенин представительлӗ органӗн депутачӗн полномочийӗсем вӗҫленесси пирки ҫак пунктпа палӑртса хӑварнӑ требовани ял поселенийӗн статусне илнӗ, ял поселенийӗн уставӗпе килӗшӳллӗн унта ял поселенийӗн представительлӗ органӗн председателӗн полномочийӗсене пурнӑҫлакан ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан ӗҫ тӑвакан тата хушакан орган тума палӑртнӑ ял поселенийӗн пуҫлӑхне суйланнӑ поселенин представительлӗ органӗн депутатне пырса тивмест;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
25. Акапуҫ тытса пыракан, чӑпӑрккипе мухтанакан, ӗҫ ӗҫлеттерсе, вӑкӑрне хӑваласа пыракан, пӑрусемпе вӑкӑрсем ҫинчен ҫеҫ калаҫакан ӑҫтан ӑслӑлӑх пухайтӑр?
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус халӑха ҫапла каласассӑнах, Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник вырӑнтан хускалса труписене [хыттӑн] кӑшкӑртса янӑ, вӗсем хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи пынӑ; 8. кӑрал тытнисем вара трупа кӑшкӑртса пыракан священниксем умӗнчен пынӑ; кайрисем [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлса пыракан муниципалитетсен малта пыракансен опытне шута илмелле, управлени ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе усӑ курмалла.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Штыкпа ҫапӑҫнӑ чухне Суворов малалла пыракансене пӗр самантлӑха та чарӑнса тӑма ирӗк паман, ҫак хушӑрах вӑл, наступлени туса пыракан тӑшман тем пекех вӑйлӑ пулсан та, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫакансене пӗрре те каялла чакма хушман.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӑйсем тул ҫутӑличчен ҫитеймесрен шикленсе, Павӑл хӑй умӗнче пыракан партизансене пӗр хӗрхенмесӗр васкатать, лешсем вара ун сӑмахне малта пыракансене пӗлтереҫҫӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тата тепӗр ҫур ҫухрӑма яхӑн кайсан, ҫара юмансен айӗпе юланутлӑ ҫын кӑкарман икӗ вӑкӑра хӑваласа пынине курчӗ, йӗнер ҫинче курпунне кӑларса ларса пыракан юланутҫӑ вӑкӑрсене тилхепепе хӑмсаркаласа хӑвалать.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Анчах ҫав ҫилех чухӑн хӗрарӑмӑн чашӑкра йӑтса пыракан ҫӑнӑхне вӗҫтерсе салатнӑ.— Но тот же ветер развеял у бедной женщины муку, которую она несла в чаше.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Марина вара, ҫак айванла сӑмахшӑн тавӑрса, тулса пыракан кӗлеткине авсах пуҫ тайрӗ.И Марина, мстя за глупое слово, согнула в поклоне полнеющий стан:
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗмӗтленмен вырӑнтан Kolossalische Scandal (ӗретсӗр вӑйлӑ скандал) тухса кайман пулсан, качча илме шухӑш тытни ҫинчен хӗре каласа паратчех пулӗ те, вара пурӑнма кичемрен тата ӗҫ ҫукран пиншерӗн пулса пыракан уссӑр, айван мӑшӑрланусенчен пӗри майланса иртетчех пулас.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Площадь урлӑ каҫса пыракан хӗрарӑм кӑшт ҫеҫ юбкине ҫӗклерӗ, анчах, ушкӑн хӑйӗн урисем ҫине мӗнле куҫпа пӑхнине курсан, ҫийӗнчех, сасартӑк аллинчен ҫапнӑ пек, пӳрнисене материрен вӗҫертрӗ…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Пӗр япала ҫеҫ лайӑх ҫак ҫутӑ хулара — унта ухмахлах вӑйне хирӗҫ хӑвӑн чунӑнта ӗмӗрлӗхе пыракан курайманлӑх чӗртме пулать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫутӑсен йӑлтӑрккипе суккӑрланнӑ халӑх, ҫиҫсе тӑракан йӳнӗ те ӗлккен сӑнсем илӗртнипе, шӑв-шавпа ӳсӗрӗлнӗскер, кичем пусса илнӗ ташӑ-вӑйӑра ӳркевлӗн ҫаврӑнкалать те, суккӑрскер, икӗ пая уйрӑлса, хаваслансах е сулахая — ҫылӑх енне, е сылтӑмалла — «тасалӑх» тӗлӗшпе проповедь пыракан ҫуртсем еннелле каять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тамӑкра пӑчӑ, шуйттансем вӗтӗ те имшеркке, вӗсене хӑйсен ӗҫӗ ҫав тери ывӑнтарса ҫитернӗ пулас, вӗҫӗмсӗр пыракан пӗр евӗр ӗҫ тата унӑн курӑнсах тӑракан усӑсӑрлӑхӗ тарӑхтарать вӗсене, ҫавӑнпа та вӗсем ҫылӑха кӗнисемпе ытлашши чӑрманмаҫҫӗ — тытаҫҫӗ те, пуленке ывӑтнӑ пек, валака пӑрахаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Этеме хирӗҫ пыракан темле пытарӑнчӑк вӑя пӑхӑнса тӑрса, йӗритавралӑх йынӑшать, ҫухӑрать, шӑлне шатӑртаттарать, тейӗн.Все стонет, воет, скрежещет, повинуясь воле какой-то тайной силы, враждебной человеку.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пуҫне усса, тӗлӗрсе пыракан абхазец пирӗн тӗлтен лашине уттарса иртрӗ; пӗчӗк лаши, питӗ шӑнӑрлӑскер, хӑлхисене тӑратса, ҫаврака хура куҫӗпе пирӗн еннелле пӑхрӗ те — тулхӑрса илчӗ; ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ юланутҫи те пуҫне кӑртах ҫӗклесе пирӗн еннелле пӑхрӗ, унтан каллех пуҫне усрӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Тӗлӗннипе пурте ытла пӗтсе, пусӑрӑнса ларнӑ, тӗлӗнни пур шухӑшран та ҫӳлте тӑнӑ; ҫак кӗтмен-туман хӑрушӑ та ӑссӑр, ниме кирлӗ мар минутсенче — айӑпсӑррисен юнӗ юхнӑ минутсенче — хӑй йӗркипе пыракан шухӑш-кӑмӑла та вӑл пӗрлешме чарса тӑнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫав уланӑ сасӑ ҫуралнӑ та, хытӑ ыратнине, тавӑрас килнине, хӑраса ӳкнине, хирӗҫ тӑнине, нимне пӗлмесӗр хуйхӑллӑ пулнине, пулӑшма чӗннине пӗлтерекен сасӑсем пулса, сывлӑшра вӑйлӑн чӗтренсе пыракан татти-сыпписӗр ула пӗлӗт пек юхса кайнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.