Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыра (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыра электричество ҫутипе тӗрӗслемелли меслет ҫинчен илтнӗччӗ Павӑл, анчах эзофагоскоп текен аппарат пӗр клиникӑра та ҫукчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Амбулаторинче те кунран-кунах ӗҫ кӑткӑсланса пыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ханӑн хӗҫ-пӑшаллӑ эшкерӗ Юмансар ялне сайра хутра ҫеҫ кӗрсе тухать, кӗрсен те ясак пуҫтарма мар, ывӑннӑ утсене кантарма тата типнӗ пыра кӑштах сим пылпа йӗпетме.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах пускилсем Эльгеевсен анкарти еннелле шыв витрисемпе, пакурсемпе, сенӗксемпе чупа-чупа пыра пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эливановсем Ревера курайми пулнӑ: нимӗҫ хуҫа унта-кунта складсем уҫса пӗтернипе ҫӑмарта хакӗ те ӳссе пыра пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйӗн шӑллӗ Павлуш та арифметикӑна юлса пыра пуҫларӗ, анчах турӑ законӗ урокӗсенче ялан «пятерка» илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа та, темле, начарланса пыра пуҫларӗ: час-часах вар ыратнипе аптракан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах хӑмла типӗтес ӗҫ ҫулран-ҫул йывӑрланса пыра пуҫларӗ: типӗтни сахал — пучаххисене шуратма тытӑнчӗҫ — тавар хитре пултӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ лавран вунӑ лава та ҫитрӗҫ хӑмла шӑналӑкӗсем: тӑванӗсем кӑна мар, юнашарти ялсенчен те турттарса пыра пуҫларӗҫ Кутемере хӑмла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасартӑк пыра тем капланчӗ, сывлӑш та ҫитмен пек туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑршлӑ та пыр тӗпне хӗртекен шӗвек пыра тулса сӑмсаран печӗ.

Пахучая едкая жидкость обволокла горло и ударила в нос.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Туссем катлета кукӑр вилкӑпа тӑрӑшсах тӗшӗреҫҫӗ те тӗшӗреҫҫӗ, пыра хӗртекен йӳнӗ эрех сыпа-сыпа ҫӑтаҫҫӗ апата.

Приятели усердно ломали котлеты кривыми вилками, запивая еду вызывающим изжогу дешевым вином.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫавӑн пекех сис-чӳллӗн ҫӗклентӗм те — чӗркуҫленсе лартӑм, сывлама чарӑннӑ пыра хускаткаланӑ май итлесе тӑтӑм.

Затем так же осторожно поднялся и, стоя на коленях, с пересохшим от затаенного дыхания горлом, прислушался.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Шывпа исленнӗскер, тертленсе ҫитнӗскер — вӑл пыра ятлаҫу сӑмахӗсемпе, чӑрсӑр кӳрентерӳпе хуравларӗ, унран мӑшкӑлласа кулчӗ, чи вӗчӗхӳллӗ, кӳренӳллӗ сӑмахсем шухӑшласа тупрӗ:

Залитый водой, измученный, он осыпал пролив презрительными ругательствами, дерзкими оскорблениями, издевался, придумывая самые язвительные, обидные слова.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян куҫӗсене каллех ҫиҫӗмӗн сивӗ вучӗ алчӑратса ячӗ; вӗсене уҫрӗ те — самантлӑх ҫутӑпа ялкӑшакан, тӗттӗмре туллашакан, шыв ахрачӗпе, кӑпӑк аскӑнлӑхӗпе талккӑшпех тулса ларнӑ пыра курчӗ.

Снова холодный огонь молний зажмурил глаза Аяна; открыв их, он видел еще в беснующейся темноте залитый мгновенным светом пролив, превращенный в сплошную оргию пены и водяных пропастей.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хӗлимун та, чӑнах ӗнтӗ, мӗншӗн час-часах пыра пуҫларӗ Экеҫе?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫак ытахаль сӑнсене пӑхса тӑракан Калюковӑн, темшӗн, чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ, куҫӗ шывланчӗ, пыра темле мӑкӑль пырса капланнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чугун ҫулран ҫӗр кӑмрӑкӗпе мазут шӑрши ҫапса пыра пӳлет пулинех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пыра темӗн муклашки капланса сывлама чӑрмантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах шӳт тӑвас текенсем сахал: тӗрлӗрен сӑмах илтнипе пушшех хӗрсе кайнӑ халӑх, пӑлханма пикенсе, Ерман хӑпарса тӑнӑ сӗтел патнерех кӗпӗрленсе пыра пуҫлать.

Но добродушных было мало: толпа, накаленная речами, заволновалась и теснее начала придвигаться к столу, на котором показался Ерман.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех