Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑҫемӗн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук кӑмӑлӗ хавасланса пынӑҫемӗн ҫӑмӑлланса кайрӗ, Лукарьене тӗлӗнтерни ҫеҫ ҫырлахтармарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла пынӑҫемӗн вырӑнсем улшӑна пуҫларӗҫ.

Скоро местность, однако, стала меняться.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Каярах, ҫӗр ӗҫӗ лайӑхрах аталанса пынӑҫемӗн, ҫынсем Шыв хуҫин вӑйне малтанхи пекех вӑйлӑ ӗненме пӑрахса пынӑ, пурӑна киле кунашкал тӗнчекурӑм хавшаса та хавшаса пынӑ, манӑҫа туха пуҫланӑ.

когда с развитием земледелия мировоззрение изменилось, вера в могущественность хозяина воды постепенно ослабла, сошла на нет.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пынӑҫемӗн халӑх шыв хӗрне туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Ӳссе пынӑҫемӗн бригадир ачасене лаша, вӑкӑр кӳлме шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑйкӑнса-кастарса пынӑҫемӗн сылтӑм енче каллех тем чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Киле ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл йывӑррӑн хашкаса сывларӗ, кӗпи ҫине тар ҫапса тухрӗ, хӑй ҫапах пӗренесене пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пурнӑҫ йывӑрланса пынӑҫемӗн сӳнми юрату суранӗ ҫивӗчлене пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайӑксем чӗвӗлтетсе юрланине итлесе пынӑҫемӗн, вӑл шухӑшӗпе киле ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑна киле утрав сарӑлса, пысӑкланса пынӑҫемӗн, Атӑлан йӑлӑм енчи ҫулне йӑлтах питӗрсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнӗ вӗриленсе пынӑҫемӗн Ҫтаппан улшуҫӑн аллине хытӑран хытӑ хӗстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша ҫав майлах хуллен юртса пынӑҫемӗн, ращан пӗр кӗтесӗ аслӑ ҫул хӗррине ҫӗлен сӑнни пек тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрринче мӗн тӗпне ҫитиех витӗр курӑнать, шаларах вара, тарӑнланса пынӑҫемӗн, тӗксӗмленсе, хуралса пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫула тухмалли кун ҫывхарса пынӑҫемӗн аслӑ князь патне тӗрлӗ ыйтупа — пысӑккипе те, пӗчӗккипе те — воеводӑсем чупма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан вӑл ялтан инҫе марччӗ, хурӑнлӑ ҫулӑн ку енче курӑнатчӗ, эпӗ ун патнелле пынӑҫемӗн вӑл ҫулӑн леш енче, Шӗшлӗ арманӗ тӗлӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел ытларах хӗртнӗҫемӗн, уй-хир юртан тасалса, хуралса пынӑҫемӗн Липа агроном сӑмахӗсене аса илет.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне ҫывхарса пынӑҫемӗн Ятманӑн чӗри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял патне ҫывхарса пынӑҫемӗн унӑн илемлӗхӗ куҫ умне ытларах тухса пырать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл инҫех те мар, пынӑҫемӗн ҫывӑхри йывӑҫсем витӗрех сисӗнме тытӑнать.

По мере того как я подходил все ближе, он начинал ощущаться сквозь ближайшие деревья.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех