Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыни (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗкки силленет те, ун айӗн кӑлкан пек ҫилхи вӗҫсе пыни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан лашана тӑварма та хатӗрччӗ — урампа пӗр ушкӑн хӗрарӑм калаҫса пыни тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта мӗн пулса пыни пӗтӗмпех тӗлӗкри пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хула хушшинче ҫӳреме килӗшӳсӗр вӑрӑм сӑхман тӑхӑннӑ ҫын темле пысӑк ещӗк йӑтни, ун хыҫҫӑн крючниксем кӗпӗрленсе пыни пристань ҫинчи пассажирсене те куҫ хывтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла Ҫтаппана хисеплӗ кинӗ типсе пыни, ӑна пула мӑнукӗ начарланни, хӑй ку инкеке нимпе те сирме пултарайманни тарӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ, Коля тете, лавккана каярах кайса унта сутуҫӑран эпӗ пыни пирки ыйтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх суб±екчӗсен шучӗ пысӑклана пыни те — кӑмӑллӑ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

— Атте-анне чурӑс кӑмӑлне пула сивӗннӗ кил-ҫуртран аяккарах каяс, ҫӗнӗ ҫӗре хӑвӑртрах ҫитес шухӑш-туйӑмпа ҫуннӑран-ши ҫичӗ талӑк поезд ҫинче хӑлтӑртатса пыни ҫитмӗл кун пек туйӑнчӗ, — терӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗҫелис уҫӑ сывлӑшлӑ ҫуллахи ӑшӑ ирпе савӑнса пыни куҫкӗрет сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Анчах — ӗҫ нормине куллен ҫӗр вунӑ процент тултарса пыни ҫурт каркасне графикпа палӑртнӑ вӑхӑтра туса пӗтерме май парать-и?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина коридорпа хӑвӑрт утса пынӑ май тӗп инженера Алексей, унӑн амӑшӗ тата ҫемйи, снабжени пайӗ плакатсем хатӗрлессине тӑсса пыни, стройкӑри хӑйӗн ҫӑмӑл мар хутшӑнӑвӗ пирки каласа парасси ҫинчен шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуҫарӑва тытса пыни, патшалӑхпа халӑх хутшӑнӑвӗсен ҫакнашкал формине шанӑҫа ӳстерни пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Проектсен шучӗ, вӗсем ҫулран ҫул ӳссе пыни пӗтӗмӗшле илсен вырӑнта пурӑнакансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулни ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи ял хутлӑхӗнчи сывлӑх сыхлав тытӑмӗ епле аталанса пыни ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Телемедицина вӑй илсе пыни те куҫ уӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Хальхи пӗрлӗхлӗ организацире те вуншар ҫул ҫирӗпленнӗ професси вӗрентӗвӗн никӗсӗсене тӗпе хурса, ҫӗнӗлӗхсене ҫул парса вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыни савӑнтармасӑр пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех округра «Земский учитель» программа мӗнле пурнӑҫланса пыни пирки, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ачисене паракан ҫӑмӑллӑхсем пирки ыйтакансем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Украина хуҫалӑхпа культура тӗлӗшӗнчен ӳссе пыни пӗтӗм Союзӑн социализм строительстви ӗҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Хозяйственное и культурное строительство Украины имеет большое значение для социалистического строительства всего Союза.

Вӑрманлӑ ҫеҫенхирпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

РФ Президенчӗ Владимир Путин РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен штабӗнче Ростов-на-Дону хулинче РФ Ҫар штабӗн генералӗнчен Валерий Герасимовран спецопераци мӗнле пыни ҫинчен доклад итленӗ, пӗлтернӗ Кремль сайтӗнче.

Президент РФ Владимир Путин посетил штаб ВС РФ в Ростове-на-Дону, где заслушал доклад о ходе спецоперации от начальника Генштаба ВС РФ генерала армии Валерия Герасимова, о чем сообщается на сайте Кремля 20 октября.

Путин РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Ростов-на-Дону хулинчи штабне ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3486477

ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче проектӑн тӗп тӗллевӗ - пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне мӗн кирлине кура пулса пыни ҫинчен каласа панӑ.

В Минздраве РБ рассказали, что главная цель проекта - это организация оказания медицинской помощи рядом с местом жительства, обучения или работы исходя из потребностей всех групп населения.

Пушкӑртстанри Шаранти тӗп больницинче ҫӗнӗ оборудовани рентгенографисен шутне чылай ӳстерме май панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3484464

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех