Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымашкӑн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр чарӑнми тенӗ пек шӑпӑртатать, юхан шыва ҫил хумхатать, унӑн юхӑмӗ шыв хушӑннипе вӑйланчӗ, ҫавӑнпа та Мард виҫӗ кун ҫывӑраймарӗ, сулла юхан шыв варрипе тытса пымашкӑн рульпе пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлет.

Почти беспрерывно лил дождь, ветер волновал реку, течение которой усилилось благодаря прибыли воды, так что Мард три дня не спал, все время работая рулем, чтобы плот несся посередине реки.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

— Трумвик, мана эсир кӑлӑхах ҫилленетӗр, — терӗ Гелли, — атте чирлемен тӗк эпӗ сирӗнпе пӗрле пымашкӑн ыйтмастӑмччех.

— Вы напрасно сердитесь, Трумвик, — сказала Гелли, — не будь отец болен, я не просила бы вас взять меня с собой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Калюков бандине тытас ӗҫе ертсе пымашкӑн НКВД мана хушнӑ, эпӗ вара хушнине халӗ те пурнӑҫлаймарӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан Шикова, эс чӑрманса ан тӑр, манӑн калаҫмалли татах нумай текелесе, ҫула май Ольга Матвеевнӑна Телегинсем патне пымашкӑн хушса хӑварма ыйтрӗ те ял Советне ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла приказ паратӑп: паянтан Калюк эшкерӗпе кӗрешмешкӗн оперативлӑ ушкӑн туса хурас, унӑн ӗҫне йӗркелесе пымашкӑн угрозыск начальникне Крапивин юлташа хушас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тимӗр кӑвак лаши мана паллӑ парса малта пымашкӑн хушрӗ.

Затем серый конь сделал мне знак идти впереди.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Его превосходительство мана ыранах ҫав виллӑна пымашкӑн ыйтрӗ, вӑл ыйтнипе эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтанах килӗшрӗм.

Его превосходительство предложил завтра же отправиться туда, на что я очень охотно согласился.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

А сире, Гранау господин, — тенӗ вӑл тӑваттӑмӗшне, — пирӗнпе пӗрле гестапона ларса пымашкӑн ыйтатӑп.

А вас, господин Гранау, — обратился он к четвертому, — прошу вместе с нами поехать в гестапо.

Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пире ларса пымашкӑн питех майлӑ марччӗ те, анчах сунарҫӑсем вӗсем питех тиркесе тӑракан халӑх мар.

Нам не очень было ловко, но охотники народ неразборчивый.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Ертсе пымашкӑн стачка комитетне суйлӑпӑр…

Стачечный комитет и руководство выберем…

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Дачӑна пымашкӑн билетсене ҫынсем ҫапӑҫсах илеҫҫӗ.

Билеты на дачный поезд брались с бою.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Эпӗ вилместӗп, эпӗ пӗлетӗп: тепӗр виҫӗ кунтан сире Апеннин ҫинче хуса ҫитетӗп; анчах эпӗ пӗтес пулсан та, санӑн, маттур та паттӑр Граник, пусмӑрлакансене хирӗҫ пыракан вӑрҫа малалла вӑйлӑн, ҫирӗппӗн туса пымашкӑн ҫителӗклӗ пултарулӑху та, ҫивӗч ӑсу та пур.

— Я не погибну и догоню вас — я в этом уверен — через три дня на Апеннинском хребте; но даже если бы мне, пришлось погибнуть, то у тебя, храбрый, доблестный Граник, имеется достаточно опытности, авторитета и прозорливости, чтобы энергично и стойко продолжать войну против наших угнетателей.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ.

Всего для сопровождения слонов были задействованы более 25 тыс. полицейских, 973 беспилотника, более 15 тыс. автомобилей скорой помощи, а около 150 тыс. человек эвакуированы.

Китайра слонсене пула 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29380.html

Турӑ пире кунта айван ачасем туса ярать, каялла ӑслӑ стариксем пулса пымашкӑн ыйтать, апла пулас тесен, вӗренес пулать!

Бог посылает нас сюда глупыми детьми, а назад требует умными стариками, значит — надо учиться!

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Туятӑп, мана аван, мана килӗшет машинӑра ҫапла ларса пымашкӑн, ҫитменнине тата, ҫав тери хитре хӗрарӑмпа юнашар!

И я ловлю себя на мысли, что мне приятно, мне нравится вот так сидеть и ехать в машине, да еще рядом с такой красивой женщиной.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Карпов киле курма пымашкӑн та килӗшмерӗ: строительсем чӑнах та темиҫе пин, анчах кашниех кирлӗ, кашни сехет хаклӑ.

Карпов отказывался приехать даже на побывку: строителей-то действительно тысячи, но каждый нужен и дорог каждый час.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл Джеральда хӑйне курма пымашкӑн чӗннӗ, Джеральд ҫавӑнта пыман.

Девушка назначила Джеральду свидание, на которое он не приехал.

LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кун пек пымашкӑн сӑлтавӗсем те пулнӑ.

К этому были серьезные основания.

XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эпӗ пит те хӗрхенетӗп, мистер Пойндекстер, анчах эпӗ сирӗнпе пӗрле пымашкӑн юлма пултараймастӑп.

— Мне очень жаль, мистер Пойндекстер, но я не могу остаться, чтобы сопровождать вас.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл хӑйне лартса пымашкӑн лавҫине тем пекех йӑпӑлтатрӗ, йӑлӑнса та пӑхрӗ.

Он стал увещевать хозяина подвезти его до волости.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех