Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче пылчӑка пула эпӗ те пӗр мыскарана лекрӗм.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Лешӗ сылтӑм куҫне хупласа лартнӑ пылчӑка пӳрнипе шӑлса пӑрахрӗ, сухалне тасатса якаткаларӗ, вара, йынӑшса илсе, тин сӑмах хушрӗ:
20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫак пылчӑка Ванюш патне ҫитерсен?
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑр-вар сӗрсе ячӗ кӑвапа тӗлне вӑл ҫав Самать уйне кӑларнӑ сарӑ пылчӑка.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пылчӑка пула ниҫтах та тухса кӗреймерӗҫ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак пылчӑка путарса, ҫыпӑҫтарса хӑварӗ Дениса.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Тоньӑна аса илтӗн и? — пирус тӗпне пылчӑка персе шухӑшӗсене татрӗ Денис.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Укахви малалла ярса пусрӗ те — пылчӑка ларчӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Хӗ, тупнӑ тата хуйхӑ! — урине силлесе, атти ҫумне ҫыпҫӑннӑ пылчӑка сирпӗнтерчӗ Куҫма текенни.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тепӗр самантран, ҫӑпата тӗпӗ пек лаптак гусениципе пылчӑка лачӑртаттарса, кран ҫурт кӑшкарӗ умне тухрӗ.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӑма купи ҫине кайса ларчӗ те пӗрре ман ҫине, тепре Кудряшовпа Серебряков еннелле пӑха-пӑха илчӗ, атти ҫумне ҫыпӑҫса тулнӑ пылчӑка турпас татӑкӗпе хыра-хыра пӑраха пуҫларӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл, ури ҫумне ҫыпӑҫса тулнӑ пылчӑка силле-силле пӑрахса, насус патне пычӗ те аллине кӗмӗл пралук пек йӑлтӑртатакан шыв пӗрхӗмӗ тӗлне тытса ҫурӗ, ҫав хушӑра хӑй ҫаплах насус тӗлне ӳпӗнсе тем пӑркалакан арҫынпа калаҫрӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Стрела пусӑмӗ хыҫал енне куҫнипе малти кустӑрмасем, ҫӗпре пек пылчӑка шӑпӑртаттарса, чылаях ҫӗкленчӗҫ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анчах васкавлӑ медпулӑшу машини пылчӑка пула унта кайман.Но машина скорой медпомощи из-за размытия дороги туда не поехала.
Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пациента урапапа тӗксе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35114.html
Турта ҫумне сӗвенсе уринчи пылчӑка турпас таткипе хырса тасатакан ямшӑка Фабиан господин сасартӑках чӳречерен курчӗ те аллипе ун еннелле тӗллесе кӑтартрӗ:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аттупа урамри пылчӑка йӑлтах пуҫтарса килме тӑрӑшнӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Халлӗхе кунталла чул та сарман, ҫавӑнпа Василий Викторович шыв кӳлленчӗкӗсенчи пылчӑка ҫӑрса утрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Виктор Васильевич кантуртан тухсан, ҫурхи пылчӑка ҫӑрса, хваттерелле утрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Хыҫалалла парать, унтан малалла пылчӑка пӑлхатать.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Эпӗ килкартинчен пуҫран ҫапнӑ пек тухса чупрӑм, ҫӑра пылчӑка сирпӗтетӗп.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.