Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнче (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫ тӑрас шухӑш ун пуҫӗнче пулман, анчах мӗн тума илсе килнине вӑл часах пӗлеймен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун пек философи Эльгеева пӗрре те килӗшмен, анчах хӑйӗн пуҫӗнче унӑн ҫирӗп шухӑш пулман.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Графиньӑн пӳлӗмӗ пысӑках мар, ытлашши пукан та ҫук, анчах пурте хӑй вырӑнӗнче — чуна савӑнтарать: тӗкӗр, ун умӗнче лутра ҫемҫе пукан, кравать пуҫӗнче пӗчӗк хитре сӗтел, ун ҫинче тап-таса хрусталь ваза ларать, паян ҫеҫ татса кӗнӗ хризантема чечекӗсем тӑп-тӑрӑ шывра лараҫҫӗ, шанмаҫҫӗ, чуна килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шухӑш хыҫҫӑн шухӑш вӗлкӗшнӗ Мишӑн пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш пурӑннӑ пӳлӗмре, кравать пуҫӗнче, стена ҫинче чӗрмелли календарь ҫакӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлушӑн пуҫӗнче пӗтӗмпех пӑтрашса кайрӗ: нимӗҫ халӑхӗ пире тӑшман мар пулсан, вӗсемпе ҫапӑҫма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк хӗрачан пуҫӗнче юрату туйӑмӗ нумая пырас ҫук пулӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня сӗннӗ шухӑш ун пуҫӗнче тахҫанах ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен пуҫӗнче — часрах туй туса ирттересси, хурӑнташлӑ пуласси.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пуҫӗнче пӗр шухӑш кӑна: картла выляни мар, ашшӗ ҫупкӑ пани те мар — шкултан кӑларса пӑрахни.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулнӑ пулӗ унӑн та ҫемйи, чылай хурлӑх-шурлӑх курнӑ пулӗ — халӗ нимрен хӑраман хуралҫӑ пек кунӗн-ҫӗрӗн ял пуҫӗнче чӑштӑртатса сас парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку сӑмах чан сасси пекех пуҫӗнче янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Николай Осипович хирӗҫ тӑмарӗ, пуҫӗнче унӑн пӗр шухӑш кӑна: фельдшера чӗнтересчӗ часрах, юна юхма чарасчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗлкӗшеҫҫӗ Хӗветӗр пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем.

Приходят в голову Хведеру разные мысли.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Джесси чӗмсӗррӗн ларать, тӗкӗр умӗнчен чавсисемпе тӗревленнӗ; питне ал тупанӗсемпе ҫавӑрса тытнӑ та — хӑйне кӗнеке вуланӑ чухнехилле тӗсесе сӑнать; ҫапла нумай вӑхӑт иртрӗ, эпир каласа кӑтартнӑ истори кӑларса тӑратнӑ мӗн пур шухӑш ҫак авӑкра унӑн тӗксӗм ҫӳҫлӗ вӗри пуҫӗнче арпашӑнса йӗркеленсе ҫитрӗ, — хӑйӗн парнисемпе, ыйтӑвӗ-хистевӗпе.

Джесси сидела молча, поставив локти на подзеркальник; охватив ладонями лицо, она смотрела на себя так, как читают книгу, и когда прошло много минут, все мысли, какие может вызвать рассказанная нами история, перебывали в ее темноволосой пылкой голове, с дарами и требованиями своими.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав вӑхӑтра пуҫӗнче шухӑш мӗлтлетрӗ:

В это время он думал:

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Эверкки хӑй валли начарскерне суйласа илмен, — вӗлтлетрӗ хӗрарӑм пуҫӗнче шухӑш. — Пӑхӑпӑр, малалла мӗнле юрлама пуҫлӗ?»

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӑла хӗрринче вӗт-шакӑр хӗвелпе хӗртӗнет, шывра чӑмпӑлтатакан та пур, инҫех те мар, валак пуҫӗнче, пӗр хӗр кӗпе чӳхет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫийӗнче унӑн кивӗ пиншак, пуҫӗнче — темӗнле хӑрах хӑлхаллӑ мӑлаххай, урине вара тӗпленӗ кӑҫатӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫийӗнче унӑн кӑвак спорт костюмӗ, хӗрлӗ куртка, майӗнче тата пуҫӗнче пӗрешкелех ӑшӑ ҫӑм калпакпа шарф.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех