Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӑнать (тĕпĕ: пуҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3 пин ытла социаллӑ координатор ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫе пуҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Вара тӗппипех литература ӗҫне пуҫӑнать, калав хыҫҫӑн калав, повесть хыҫҫӑн повесть хайлать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Часах ӗҫе пуҫӑнать ак.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ун хыҫҫӑн пӗр хушӑ канать те урок тума пуҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫӑлтӑрсем систереҫҫӗ: роман пуҫӑнать, вӑл сирӗн асра чылайлӑха юлӗ.

Положение планет подарит красивый и запоминающийся роман.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлташӗн килне икӗ-виҫӗ сехет кӗрсе канать те каллех ӗҫе пуҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Лӑпланса, тӳлекленсе ласт-ласт-ласт тӑкӑнма пуҫӑнать юр ҫӑри.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах, ҫамрӑк Махмутек чингизидӑн, хан ывӑлӗн, амбицийӗсем ытла та пысӑк иккен, хӑй тӗллӗн ҫеҫ хуҫаланма май шыраса вӑл ултавлӑ ӗҫе пуҫӑнать.

Однако, амбиции молодого Чингизида Махмутека, сына хана, овладевают им, и ради возможности править единолично он пойдет на вероломство.

«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28381.html

Ӑна вӑл 1862 ҫултах ҫырма пуҫласшӑн пулнӑ, анчах ӗҫе ҫыравҫӑ 1872 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫӑнать.

Он хотел начать писать его еще в 1862 году, но к работе писатель приступает только в декабре 1872 года.

Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вара тинех Ҫинук ҫыруне вулама пуҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпир лӑплантаратпӑр, куҫҫуль витӗр йӑл кулать те ӗҫсене пуҫӑнать: е алса-чӑлха ҫыхать, е ҫӗтӗлнӗ вырӑнсене саплӑк лартать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Крылов та пӗтӗм чун-хавалӗпе ӗҫе пуҫӑнать.

Со свойственным ему горением Крылов принимается за работу.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл хӑй те ӗҫе хӑюллӑн пуҫӑнать.

И сам он энергично берется за работу.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Часах вӑл ӗҫе пуҫӑнать.

И вот он берется за дело.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Боклевский ҫӗнӗ уйрӑм тӑвас ӗҫе пысӑк хастарлӑхпа пуҫӑнать.

Боклевский проявил большую энергию и умение в создании нового отделения.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Гогланда ҫитсен Александр Николаевич тӳрех ӗҫе пуҫӑнать.

Приехав на Гогланд, Алексей Николаевич занялся своим делом.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кӗркунне Степан Осипович ертсе пыракан ятарлӑ комисси ледокол проектне тӑвас ӗҫе пуҫӑнать.

С осени Степан Осипович во главе специально организованной комиссии принялся за проектирование.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех