Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнчӗ (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттестатпа укҫи килсех тӑрать, — кайма пуҫтарӑнчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑлхисем ӑшӗнчен те ҫавӑн чухлех пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фронта пулӑшма ҫамрӑксем концерт лартаҫҫӗ тесен, ҫумӑр пӗрӗхнине пӑхмасӑр, халӑх клуба каҫранах пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варукпа Розӑна фронта ӑсатас умӗн ялти комсомолецсен пухӑвӗ пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ивансен ротинче пӗр взвод чухлӗ салтак пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Укҫи чылаях пуҫтарӑнчӗ пуль тетӗп эп, — тепӗр хут астутарчӗ Хумкка хӑй патне пырса тӑнӑ Ҫимуна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Укҫи чылаях пуҫтарӑнчӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче вӑл самоволкӑна кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Мишша хӑвӑрттӑн апат ҫикелерӗ те штаба кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Халех пиҫиххийӗрсене сыхӑр! — ҫилӗллӗн каларӗ те тӗп инженер аялалла пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫула пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Апат хыҫҫӑн Юманлӑха таврӑнма пуҫтарӑнчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл каллех следствире ларакан кинӗ патне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку ыйтупа урӑх калаҫмӑпӑр, — кайма пуҫтарӑнчӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тепӗр самантран пӗтӗм ҫемье ашшӗ выртакан кравать тавра пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӗтӳ ярса таврӑнсанах вӑл ӗҫе кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗвери уйӑх чӳхеннӗ май — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗ, сарӑлса кайса таткаланчӗ; акӑ, ун ҫути йывӑҫ тӑрри витӗр ӳкрӗ те, вӗтӗ хумсем шунӑ май, шыв ҫинче вакланчӗ, ванчӑкӗсем, вуншар ылтӑн пулӑ вылянӑ пек пӗрре чӑма-чӑма тухрӗҫ, тепре ҫиелтен ишсе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пуҫтарӑнчӗ тет Анук хулана хурӑн ҫырли сутма.

Собралась Анук в город землянику продавать.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Хӗрачасен ҫӑм йӑммисем ҫинче юр пуҫтарӑнчӗ, пӑрланса ларчӗ те пӗчӗк чӑмӑрккасем пулса усӑнса анма пуҫларӗ.

У девочек на шерстяных гамашах собрался снег, заледенел и стал свисать маленькими комочками.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех