Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнман (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинех курса ӗненчӗ Кӗркке — хӑравҫӑ халӑх пуҫтарӑнман кунта.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Наровчатри пек хӑнасем нумай пуҫтарӑнман кӑҫал Соньӑн менелникне: Петр Ильич Баратынский — яланхи хӑна, Соньӑн куккӑшӗ; унсӑр пуҫне — Мишӑпа Павел Эльгеевсем тата Соньӑн ҫӗнӗ юлташӗсем — икӗ курсистка.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫӑп Тимахвейча ҫӑва ҫине ӑсатма ҫынсем нумай пуҫтарӑнман.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавсем ҫинчен шухӑшлама Макҫӑм яланах юратнӑ; хӑш чухне, тӑван ҫӗршывне аса илсе, хуйха та ӳкнӗ; анчах Атӑл хӗррине таврӑнма пуҫтарӑнман: мӗн тумалла-ха унӑн унта?

Помечтать о них Максимка всегда любил; иногда и тосковал по родине, но вернуться на Волгу не собирался: что ему там делать?

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Кунта никам та пуҫтарӑнман.

— Здесь никто не собирался.

I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Анса ларакан хӗвел чалӑш ҫутӑ пайӑркисемпе пит савӑнӑҫлӑ та чаплӑ обществӑна ҫутатса янӑ; кун пек общество Каса-дель-Корво азотеи ҫинче нихҫан та пуҫтарӑнман пулӗ.

Заходящее солнце осветило косыми лучами такое оживленное и блестящее общество, которое вряд ли когда-нибудь собиралось на азотее Каса-дель-Корво.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫавӑн чухлӗ йышпа пуҫтарӑнман пулсан, вӗсем уланине ахалех ирттерсе яма пулатчӗ.

Не соберись они в таком множестве, можно было бы не обращать внимания на их вой.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мӗн эс, пӗлӗт ҫине кайма пуҫтарӑнман пулӗ те?..

— Ты что ж, на небо уже стал собираться?

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӗсен шассисем (кустӑрмисем) пуҫтарӑнман, вӗҫнӗ чух самолёт хырӑмӗ айӗнчех ҫакӑнса пынӑ.

Они имели неубирающиеся шасси (колеса), они в полете висели под брюхом.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ҫук-ха, пуҫтарӑнман.

— Да не собрался.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.

11. Но все обитавшие во всей этой земле презрели слово Ассирийского царя Навуходоносора и не собрались к нему на войну, потому что они не боялись его, но он был для них, как один из них: они отослали от себя его послов ни с чем, в бесчестии.

Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех