Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарчӗҫ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр «алӑсем» ҫывӑхри пушӑ контейнера каялла клеткӑна пуҫтарчӗҫ те лешӗ кӗскен шӑхӑрса аялалла «ӳкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Апат-ҫимӗҫ те, ӑшӑ тумтир те нумай пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Парлакран пӗрер йӗкӗр ывӑҫ хурӑн ҫырли пуҫтарчӗҫ те — ҫӑкӑрпа ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр кунне Эльвирӑсем хӑна-вӗрле пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӗр ҫырли ҫирӗҫ, кукаҫи валли те пӗр ывӑҫ пуҫтарчӗҫ.

Поели клубнику, собирали и для дедушки горсть.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Автомата икӗ хут салатса пуҫтарчӗҫ яшсемпе хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Ҫут ҫанталӑка юратакансем 150 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Вӗсем Укаслӑва, унтан ытти ҫарҫыннисене пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем халӑха хӑпӑл-хапӑл, шавлӑн, кӑшкӑра-кӑшкӑра, чылайӑшне йӗртсе-макӑртса пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем нумай пуҫтарчӗҫ ӗнтӗ ҫӗмӗрт.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шет тепӗр уйӑхран Павӑлпа Лена тӑванӗсене, тус-юлташӗсене, ташӑ-юрӑ маҫтӑрӗсене туй уявне пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамрӑксем типнӗ утта хыпалансах пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ӗҫ тата техника хатӗрӗсем, автомашинӑсем туянма та укҫа-тенкӗ пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Вӗренекенсем вӗсене асӑрханса пуҫтарчӗҫ.

Ребята подняли их.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Санни пекех… колхозник-уполномоченнӑйсен пухӑвне пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Хӗрӗх карас шутласа пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем япалисене пуҫтарчӗҫ те хӑмӑшлӑхалла шиклӗн пӑха-пӑха илсе пуш пӗрнесемпе (тытнӑ пек пуллине упӑшки ҫыран хӗррине силлесе хӑварчӗ) ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ӗнтӗ вӗсем ҫависене айккинелле ывӑтса ӑшталансах утӑ пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑянне чӑнах та нумай йӑтрӗҫ ӗнтӗ, пахчасенчи, ял тулашӗнчи мӑяна йӑлтах вырса пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирек мӗнле пулсассӑн та ҫирӗм саккӑрмӗш кунӗнче Воротынскипе Шигалей мӗн пур воеводӑсене, думнӑй дворянсене тата чиркӳ ҫыннисене хӑйсем патне «Воротынский ҫуртне» пуҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех