Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарнӑ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экспедицисене хутшӑнакансем Атӑл тӑрӑхӗнче, Чӑваш ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ япаласенчен чылайӑшӗ халӗ Финляндии наци музейӗ ҫумӗнчи Культурӑсен музейӗнче упранать.

Куҫарса пулӑш

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

3,6 м диаметрлӑ пӑрӑхсенчен пуҫтарнӑ консольсем 207,3 метр тӑршшӗ туратсене тытса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӗсем 106,7 м вӑрӑмӑш пайсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, ҫапла вара сыпӑсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 521,3 м танлашать.

Собранные из труб диаметром 3,6 м консоли поддерживают рукава длиной по 207,3 метра, соединённые перемычками длиной 106,7 м, что делает суммарное расстояние пролёта равным 521,3 м.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Астронавтсем 30 кг ытла уйӑх тӑприне пуҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Сервейер-3» аппаратӑн темиҫе пайне кӑларса илсе хӑйсемпе пӗрле илнӗ

Астронавты собрали свыше 30 кг лунных пород, а также сняли несколько деталей с аппарата «Сервейер-3»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Провинциаллӑ конгресс пуҫтарнӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри ополчени Британи губернаторӗ Джозайя Мартин пухнӑ хӗҫпӑшаллӑ отрядсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри Америка революцийӗн таврӑнми саманчӗ пулса тӑнӑ.

Северокаролинское ополчение, собранное Провинциальным конгрессом, смогло разбить вооружённые отряды, собранные британским губернатором Джозайей Мартином, что стало поворотным моментом Американской революции в Северной Каролине.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Вара вӑл пӗр каҫхине чухӑн хресченсене пуҫтарнӑ та хӑй Мускава каясси ҫинчен пӗлтернӗ, коммуна пирки каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

«Кивӗ хула» музейра Данири тӗрлӗ хуласенчи XVI—XVII ӗмӗрти туса лартнӑ 50 ытла ҫурт-йӗре пуҫтарнӑ.

В музее «Старый город» собрано более 50 домов из разных городов Дании XVI—XVII веков постройки.

Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81

2023 ҫулта ППЭ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 100 балл пуҫтарнӑ ачасен шучӗ самай ӳснӗ, вӗсем 79 танлашнӑ, 2022 ҫулта пурӗ те 48 ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ҫамрӑксем ҫурӑма тытма вӗреннӗ, хусканусене аса илнӗ, ҫавӑн пекех вӗсенчен темиҫе ташӑ комбинацийӗ пуҫтарнӑ.

Мы с ребятами научились держать спину, разучивали движения, также собрали из них несколько танцевальных комбинаций.

Елена Давыдован ӑслӑ ташӑ шкулӗнче ҫамрӑксемпе мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3637212

Чӑваш художникӗсен 1961 ҫулхи выставкинче эпир ҫамрӑк живописец Е. Вдовичева ҫырнӑ «Вырса пуҫтарнӑ уй» ятлӑ картинӑна асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Эпӗ мунчана анам, — кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те, пуҫтарнӑ кӗпе-йӗмне хул хушшине хӗстерсе, пӳртрен тухрӗ кинемей.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Леш, ялта пуҫтарнӑ укҫапа танккӑсем тумалла, тет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи пысӑк генералсене хӑй патне пуҫтарнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн те, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, пӑртак пуҫтарнӑ укҫа пур, теприсен те пур пуль — кам мӗн чухлӗ пама пултарать…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака сак ҫине сарнӑ вырӑнне пуҫтарнӑ чух минтер айӗнчен пӗр тӗркӗм хут укҫа тупрӗ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӗртсе пар купӑсне Кулюкка аппуна, — терӗ Хӗветӗр купӑса сӳтсе пуҫтарнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паҫӑр Ваҫуххана пуҫтарнӑ чухне куна асӑрхайманшӑн хӑйне хӑй ятласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑн ҫын килне пуп виҫӗ сӑлтавпа кӗнӗ: иккунсемпе ҫӳренӗ вӑхӑтра, венчет тырри пуҫтарнӑ чухне тата кам та пулин вилсен.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мишша тете утарӗ йӗри-тавра ҫамрӑк ӑвӑслӑхчӗ те, хурт-хӑмӑр ҫемйине пуҫтарнӑ чухне ун пек пысӑк пӑтӑрмахсем сиксе тухмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Ҫав ӗҫсене тума ашшӗпе амӑшӗ, укҫа-тенке хытӑ алӑпа тытаканскерсем, ӑна самаях пуҫтарнӑ, ывӑлӗ ҫартан таврӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Санька аппа сӗтел ҫинчи апат юлашкине пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫунакан хӑйӑ умне пански ҫыхма пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех